АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂПРА ПУЛĂХĔ ТУХĂÇА ÇĔКЛЕТ

10 ноября 2010 г.

"Родник" ЯХПК районта пысăках мар хуçалăх шутланать. Унăн çĕр лаптăкĕ те, выльăх йышĕ те нумаях мар. Çавăнпа тупăшĕ савăнмалăхах кĕмест. Апла пулин те ура çинче тытăнса тăрать-ха.

Кашни ертÿçĕ предприятие ăнăçлă аталантарасшăн. "Родник" кооператива ертсе пыракан Сергей Трофимов та кун пирки канăçа çухатсах шухăшлать. Производство хăватне вăйлатса, çĕр пулăхне, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерсе пырасшăн. Çапла майпа ЯХПКра вăй хуракансен пурнăç шайне çĕклесшĕн.

– Çамрăксем тăван çĕртен ан сивĕнччĕр, кунтах укçа çителĕклĕ ĕçлесе илме пултарччăр, – тет вăл.

Сергей Николаевич çитес çулхи тухăçшăн халех тăрăшать. Çĕр улми çитĕнтерме 25 гектар хура пусă уйăрнă. Тăпра пулăхне ÿстерме çулленех тислĕк кăлараççĕ. Кăçал та çак ĕçе пурнăçлама Сергей Трофимов Владимир Данилов, Петр Кожевников, Николай Васильев механизаторсене шаннă. Юлашки гектарсем çине рейс хыççăн рейс тăваççĕ. Погрузчик тислĕке вăхăтра тиет. Анчах хĕрÿ ĕçре техника ванмасăр пулмасть. Алексей Кожевников сварщик кăлтăка çийĕнчех юсаса çирĕплетрĕ.

Хальлĕхе хуçалăх ферминче 70 пуç ĕне, вăл йышран сăваканни – 30. Çитес çул сĕт антараканнисен хисепне алла çитересшĕн. Тата 130 пуç сысна пур. Амисене çăвăрлаттарса, ыттисене самăртса сутасшăн. Хĕл каçарма сенаж, утă-улăм ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика