АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИРОВ ЯЧĔЛЛĔ ХУÇАЛĂХА ТА ЧЫСЛАНĂ

10 ноября 2010 г.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тунă. Театр фойинче тĕрлĕ продукцин куравĕ ĕçленĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев харăсах виçĕ пулăмпа саламланă: Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ, Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн тата ял ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕсен ячĕпе. Республика пуçлăхĕ залра ларакансене çирĕп сывлăх, иксĕлми шанăç, çăмăл мар, анчах хисеплĕ ĕçре ăнăçусем суннă. Ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем панă.

Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Н.Андреев Президент аллинчен Диплом тата преми илнĕ. Çак чыса Николай Степанович "Чăваш Республикин Тĕп округĕнче ял хуçалăхне эффективлă тытса пынăшăн" номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн тивĕç пулнă. Ял хуçалăх техникине хĕл каçма лартассине мĕнле пурнăçланине тĕрĕслемелли смотр-конкурсра та Киров ячĕллĕ хуçалăх палăрнă. Вăл иккĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

Уяв каçĕ чăваш халăх юрри-ташшисен концерчĕпе вĕçленнĕ.

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика