10 ноября 2010 г.
Нью-Йорк хулинче Пĕтĕм тĕнчери 41-мĕш марафон иртнĕ. Старта Раççейĕн виçĕ спортсменки тухнă: кăçал ака уйăхĕнче Лондонра иртнĕ Европа чемпионатĕнче 10000 метрлă дистанцире иккĕмĕш пулнă Инга Абитова, Бостонри марафонра иккĕмĕш вырăн йышăннă Татьяна Пушкарева тата Нью-Йоркăн 2000 çулхи марафонĕн çĕнтерÿçи, пирĕн ентеш, Карăклă ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Петрова.
Шел пулин те, малти вырăнсене йышăннисем хушшинче пирĕннисем çук. Инга Абитован кăтартăвĕ тăваттăмĕш, Людмила Петрован çиччĕмĕш, Татьяна Пушкареван вун пиллĕк-мĕш пулнă. Çĕнтерекенĕ Кени спортсменки Эдна Киплагет. Унăн ентешĕ Мари Кейтани бронза çĕнсе илнĕ, кĕмĕл медаль хуçи – Шелен Флэнаген американка.
В. АЛЕКСЕЕВ.