10 ноября 2010 г.
М.Игнатьев Президент виçĕм кун Правительство членĕсемпе канашлу ирттернĕ, унта Чăваш Енĕн инноваци проекчĕсене пурнăçлама укçа уйăрмалли çĕнĕ майсемпе, муниципалитетсен бюджечĕсене пурнăçланипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Экономика аталанăвĕн министрĕ И.Моторин Европăри реконструкципе аталану банкĕпе Чăваш Енри инфратытăм проекчĕсене пурнăçлас енĕпе калаçусем ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Асăннă проектсен шутĕнче – Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан сооруженисен реконструкцийĕ. "Банк муниципалитетсемпе организацисене кредитпа пулăшма хатĕр, республикăри инфратытăм проекчĕсене пурнăçлама хутшăнасшăн. Çак финанс учрежденийĕ Чăваш Енпе алла-аллăн ĕçлес кăмăллă. Калаçусенче республика хатĕрленÿ ĕçне мĕнле йĕркеленине пысăка хурса хакланă", – тенĕ министр. Президент строительство тата финанс министрĕсен çак ыйтупа çыхăннă шухăшне пĕлнĕ хыççăн банкпа килĕшÿ тăвас енĕпе малалла ĕçлеме сĕнсе хăварнă.
ФНС управленийĕн ертÿçи А.Дергачев кăçалхи 9 уйăхра пĕрлехи бюджета 12,4 млрд тенкĕ укçа кĕни çинчен пĕлтернĕ, çакă пĕлтĕрхинчен çак тапхăртипе танлаштарсан 123,5 процент пулать.
Çав вăхăтрах чылай муниципалитетра вырăнсенчи бюджетсене кĕмелли укçа виçине чакарнă. М.Игнатьев 9 муниципалитетра налуксем сахалрах пухнине палăртса вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене итленĕ. Президент шухăшĕпе, çĕршĕн илекен налук укçи чакнине, сăмахран, предприяти ĕçлеме чарăннипе сăлтавлама май çук. Çавна май Канаш хулин, Элĕк, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕр-вăрри, Вăрмар, Пăрачкав, Тăвай тата Шăмăршă районĕсен ертÿçисене раштавăн 5-мĕшĕччен лару-тăрăва йĕркелени çинчен отчет тума хушнă.
Юлашкинчен Президент пухăннисене В.Аврелькинпа паллаштарнă, ăна экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумне уйăрса лартнă.
К.СЕМЕНОВ.