АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙЫВĂРЛĂХРА ПСИХОЛОГ ПУЛĂШĔ

03 ноября 2010 г.

ЙЫВĂРЛĂХРА ПСИХОЛОГ ПУЛĂШĔ

Ачасем лайăх пулччăр тесен вĕсене телейлĕ тумалла.

О.Уальд.

2000 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕнче психологипе медицина тата социаллă пулăшу паракан центр йĕркеленĕ. Центр вуннăмĕш çул вăтам, тĕп, пуçламăш шкулсенче, шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче хăйĕн ĕçне туса пырать.

Центрăн тĕп тĕллевĕ – шкулта вĕренекенсене, ача садне çÿрекенсене диагностикăпа коррекци, психологипе медицина тата педагогика пулăшăвĕ парасси. Кунти специалистсем калаçу, ăс-тăн аталанăвĕнче кая юлса пыракан ачасемпе ĕçлеççĕ, ашшĕ-амăшĕпе, педагогсемпе канашлаççĕ, вĕрентÿ программисене, меслечĕсене пĕрле сÿтсе яваççĕ, çемьери хутшăнусене тишкереççĕ. Учительсем, психологсем, логопедсем валли семинарсем, "çавра сĕтелсем", мастер-классем ирттереççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ.

Центр ĕçченĕсем – логопед, психолог, социаллă педагог, юрист – районăн шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсемпе, райадминистраци çумĕнчи комиссипе, опекăпа попечительство специалисчĕпе, шкулсен администрацийĕсемпе яланах тачă çыхăнура.

Паян нумай ачан калаçу чĕлхи япăх аталаннă, вĕсем сасăсене тĕрĕс мар калаççĕ, пĕр сасса тепринпе пăтраштараççĕ. Çакă кайран шкулта чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕреннĕ чухне ачасен умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Ача аран-аран вулама вĕренет, çырура та йăнăш нумай тăвать. Çавна май унăн шкула каяс, вĕренес туртăм чакать, учительрен хăракан пулать, ытти предметсемпе те юлса пыма пуçлать. Сасăсене тĕрĕс мар калакан ачаран тантăшĕсем тăрăхласа кулни час-часах тĕл пулать. Çак çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерни тĕрĕс калаçма кăна мар, ачан нумай çитменлĕхне пĕтерме пулăшать.

Енчен те сирĕн пурнăçра йывăрлăхсем сиксе тухрĕç, çемьери хутшăнусем япăхланчĕç, ачашăн пăшăрханмалли тупăнчĕ е эсир пĕччен тăрса юлнипе хытă кулянатăр, çирĕп утăм тума иккĕленетĕр, вăтанатăр, хăвăр пурăнас тенĕ пек пурăнмастăр пулсан килĕр пирĕн пата. Психологсем сире тивĕçлĕ сĕнÿ-канашпа, ăшă сăмахпа йывăрлăхран тухма пулăшĕç. Пирĕн адрес: Канаш хули, Пушкин урамĕ, 15-мĕш çурт.

В.КУЗЬМИНА, психолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика