АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШЫВСĂР ПУРНĂÇ ÇУК

03 ноября 2010 г.

Çĕр чăмăрĕн хăш-пĕр вырăнĕнче шыва ним вырăнне те хумаççĕ пулсан, ытти регионта вăл ылтăнран та хаклă. Çĕр çинче пурăнакан кашни виççĕмĕш çын шыв çитменнипе аптăрать. Çитес вунă çулта шыв çителĕксĕрри тата ытларах палăрмалла теççĕ. Çакăн сăлтавĕ демографи, экономика тата климат улшăнăвĕсемпе çыхăннă.

Тăварсăр шывăн 70 проценчĕпе ял хуçалăхĕнче усă кураççĕ. Климат улшăнăвĕсемпе çыхăннă шăрăх çу кунĕсем апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе экономика çитĕ-нĕвĕшĕн самаях йывăрлăх кăларса тăратаççĕ. Çавна май шыв пухмалли тата ăна упрамалли технологие аталантарасси пирки шухăшлама тивет. Уйрăмах Африка тата Ази çĕршывĕсенче.

Азире ял хуçалăх производствин çитĕнĕвĕ (66 процент таран) çумăр çунинчен килет. Сахарăран кăнтăрарах вырнаçнă Африка çĕршывĕсенче çумăр çумасан ял хуçалăхĕ пирки калаçмалли те çук. Тĕнчери халăхăн 10 проценчĕ хими веществисемпе тата хăрушă микроорганизмсемпе вараланнă шывпа шăварса ÿстернĕ пахча çимĕçпе тăранса пурăнать.

Çулсеренех юхан шывсене, кÿлĕсене тата тинĕссене икĕ миллион тонна яхăн каяш пăрахаççĕ. Аталанса пыракан çĕршывсенче ĕçмелли шыва промышленность каяшĕсем 70 процент таран лекеççĕ. Çав вăхăтрах çĕр чăмăрĕ çинче мĕнпур шывăн виçĕ проценчĕ кăна тăварсăр.

Тăварсăр шывăн 70 проценчĕ пăрта упранать, 30 проценчĕ – çĕр айĕнче.

Специалистсен шучĕпе 2030 çул тĕлне çĕр çинчи халăхăн 47 проценчĕ типĕ е типме пуçланă тăрăхсенче пурăнма пуçлать. Шыв çитменни вăрçă пуçарма тата халăха шывлăрах çĕре куçса кайма хĕтĕртĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика