АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂКАКА ПĔЧĔКЛЕТМЕЛЛЕ, ТУПĂША ПЫСĂКЛАТМАЛЛА

03 ноября 2010 г.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 13231 гектар йышăннă. Шăрăх, типĕ пулнипе çуркунне акса хăварнисен 48 проценчĕ (6135 гектар) пĕтнĕ. Районĕпе шăрăха пула ял хуçалăх культурисем пĕтĕмпе 9996 гектар çинчен (27,3 процент) тухăç илеймен. Сиенĕн сумми – 179,8 миллион тенкĕ. Тăкаксене 11,5 миллион тенкĕ чухлĕ тавăрнă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх ял хуçалăх предприятийĕсем тĕш тырă 7449 тонна пухса кĕртнĕ. Ку вăл – пĕлтĕрхи кăтартăвăн 23 проценчĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 12 центнер.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем чи нумай илнисен йышăнчĕ – "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн 725 тонна, "Победит" хуçалăхăн 684 тонна, "Цивиль" пĕрлĕхĕн 516 тонна, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн 400 тонна.

Çĕр улми районĕпе 842 гектар çинче çитĕнтернĕ. 2288 тонна пухса кĕртнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхин 17 проценчĕ кăна. Гектартан вăтамран 102 центнер туса илнĕ. "АСК "Канаш" пĕрлĕх 1304 тонна, "Победит" 265 тонна, "Цивиль" – 169 тонна, "Путь Ленина" – 120 тонна пухса кĕртнĕ.

Ял хуçалăх производствин кăтартăвĕсем çине иртнĕ кĕрхи-хĕллехи тапхăрта пĕтнĕ кĕрхи культурăсем те япăх витĕм кÿнĕ. Пĕтĕмпе 6363 гектар акса хăварнă пулнă, вĕсенчен 54,8 проценчĕ (3487 гектар) шăннă. Хуçалăхсене 26,2 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

2008 çултанпа унччен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннă. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕсем 7187 гектар шутланнă. 2008 çулта 4544 гектар, 2009 çулта 4006 гектар çĕре "ĕçлеттерсе" янă. Кăçал вара пусă çаврăнăшне 3600 гектар кĕртме планланăччĕ. Çанталăкăн йывăр условийĕсене пула 1431 гектара çеç сухаласа акса хăварнă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ чакса пыни самаях шутлаттарать. Паянхи кун тĕлне вĕсен хисепĕ – 3515 пуç. Ĕне выльăхсен шутне "Родина" ял хуçалăх кооперативĕнче, "Цивиль" тата "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче сахаллатнă. Сĕт суса илессин шайĕ пĕлтĕрхи пекех. Районти тĕрлĕ хуçалăхсенче аш-какай туса илесси иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2 процент ÿснĕ. Çав хушăрах ял хуçалăх организацийĕсенче сăвăм 1 процент, аш-какай хатĕрлесси 4 процент чакнă.

Лайăх тĕслĕхсем те пур. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре мăйракаллă шултра выльăхсен шутне 136 пуç, Киров ячĕллĕ ЯХПКра 51 пуç, "Родник" пĕрлĕхре 18 пуç ÿстернĕ. "Восход", "Исток", "Агат", "Путь Ленина", "Хучель", "Сормовский" хуçалăхсенче те ĕне выльăхсен кĕтĕвĕсем пысăкланнă. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре сыснасен йышĕ 663 пуç, "Родина" ЯХПКра 67 пуç, "Победит" пĕрлĕхре 24 пуç нумайланнă.

Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн доярки Э.Федотова 9 уйăхра кашни ĕнерен 4046 килограмм сĕт суса илнĕ. Çак хуçалăхра И.Евграфова пăхакан пăрусем талăкра 687 грамм ÿт хушса пынă. "Канаш" пĕрлĕхри Л.Гаврилован кăтартăвĕ – 680 грамм. Киров ячĕллĕ ЯХПКри В.Федоров тата "Канаш" пĕрлĕхри Н.Гаврилов ырă сăмахсене тивĕç. Вĕсем пăхакан çамрăк вăкăрсем талăкра вăтамран, кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем тăрăх, 737 тата 680 грамм ÿт хушнă. З.Никитина "Канашский" чăх чĕп фабрикинче 30 çула яхăн ĕçлет. Кăçалхи тăхăр уйăхра вăл пĕр чăхран вăтамран 249,2 çăмарта илнĕ.

Кăçал "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх 123 пуç ăратлă пăру туяннă, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ – 25 пуç.

"Агропромышленноçа аталантарасси" приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пырассинче ялта пĕчĕк формăллă хуçалăха аталантарассине пурлăхпа тата мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарса тăрасси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. 2006-2010 çулсенче 3188 гражданина 473 миллион та 664 пин тенкĕлĕх кредит панă. Ку енĕпе уйрăмах Хучел, Сухайкасси, Ухман тата Карăклă ял тăрăхĕсенче аван ĕçленĕ.

Кăçал ку тарана çитиччен 3,54 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă. Çав шутра "Беларусь" трактор – 3, "МТЗ–826" трактор – 2. Паллах çак цифрăсем ял хуçалăх техникине çĕнетесси япăх пулса пынине кăтартаççĕ.

Лайăх ĕçĕн никĕсĕ – ĕçшĕн тивĕçлĕ тÿлесси. Кăçалхи 9 уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 7712 тенкĕ шутланнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12 процент пысăкрах. Ĕç укçи парассипе парăмсем çук.

Çулталăк пуçланнăранпа районăн агропромышленность комплексĕ тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 46,3 миллион тенкĕлĕх тавăрса памалла мар субсиди илнĕ: çав шутран федераллă бюджетран – 22,3 миллион, республика бюджечĕн шучĕпе – 24 миллион тенкĕ.

Федерацин "Ялсене 2012 çулччен аталантарасси" тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çамрăк çемьесене тата специалистсене хваттерпе е пурăнмалли çуртпа тивĕçтерес енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Ялта ĕçлесе пурăнакан 6 çамрăк çемье 3476,49 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлев илнĕ, çав шутран федераллă бюджетран – 1489,91 пин тенкĕ. Республика тата вырăнти бюджетсенчен те сахал мар уйăрса панă.

Районта ял хуçалăх производствин вăй-хăвачĕпе пĕтĕмпех усă курман. Тĕп производство фончĕсем пĕчĕк хăвăртлăхпа аталанса пынине, ял хуçалăх производствин тупăшĕ пĕчĕк пулнине палăртмалла. Чылай хуçалăхра хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче туса кăларнă, ресурссене перекетлекен технологиллĕ агрегатсене алла илме тăрăшни сисĕнет. Çакă тăкаксене чакарма, çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексене 40 процент таран перекетлеме май парать. Ял хуçалăхĕнче тухса тăнă йывăрлăхсем специалистсене ăсталăха ÿстерсе пыма, ку чухнехи аграри наукин çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕ технологисемпе производство облаçĕнче те, ертсе пырассинче те пĕлсе усă курма хистеççĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика