03 ноября 2010 г.
Елена Ильинична Павлова чÿк уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕренпе çур ĕмĕр çитнине паллă тăвать. Çавна май манăн çак тĕлĕнмелле пултаруллă çын çинчен пĕр-ик сăмахпа та пулин каласа парас килет. "Тăван çĕр çинче çĕр çул пурăнма çуралнă", – тесе калассăм пур манăн ĕçтешĕм çинчен.
Нумай ачаллă çемьере çуралса çитĕннĕ Елена – 10 ачаран саккăрмĕшĕ. Мĕн пĕчĕкрен çакă сисĕннĕ пысăк çемьере: асламăшĕ кил ăшшине тытнă, йĕрке туса пынă. Чипер Праскав тенĕ ун çинчен ял-йышра. Чăнах та, чунĕпе те, ĕçĕпе те хитре пулнă вăл. Мăнукĕсене те ырра çеç вĕрентнĕ. "Чи кирли пурнăçра виççĕ: ырă шухăш, ырă сăмах, ырă кăмăл", – тенĕ кинемей.
Ашшĕпе амăшĕ – Илле тетепе Матрунь инке – ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарма тăрăшнă. Пĕчĕк ачасене ĕçе колхоза илсе тухнă. "Виççĕшне пĕр ĕç кунĕ çеç лартчăр, куç умĕнче пулччăр, çапкаланса ан çÿреччĕр", – тенĕ Матĕрне аппа. Ĕçсĕр ача-пăча куç умĕнчен çухалать тенĕ ĕнтĕ.
"Уя чей вĕретсе тухаканни пулнă анне. Икĕ фляга вĕри чей, икĕ фляга сивĕ шыв турттарнă. Ăна аслă пиччесем пулăшнă. Анне курăксен сиплĕхне чухланă пулĕ çав: шăм-шак курăкĕ, чапăр курăкĕ, сар çип ути ярса пысăк хуранпа вĕрететчĕ. Утă çулнă чух канма ларсан та: "Ачасем, кунта шăм-шак курăкĕ нумай, пуçтарăр-ха", – тетчĕ. Шыв турттарнăшăн аннене 30 тенкĕ укçа тÿленĕ", – аса илет Лена.
Курăк çăнăхĕ тума янă. Çăмăл пулман кунта. Çăнăхне йăтма йывăр пулнă. Икшер смена ĕçленĕ, анчах хаваспах вăй хунă, мĕншĕн тесен 123 тенкĕ тÿленĕ-çке, йĕтемрисене 80 тенкĕ çеç лекнĕ. Хăш-пĕр каçсенче çамрăкăн Инди фильмĕсене çав тери кайса курас килнĕ, анчах чăтнă: тумтир илмелĕх ĕçлемелле пулнă. Мĕн тейĕн, ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ.
Хăмла татнă чух алăсем чĕркеленсе пĕтнĕ. Чĕкĕнтĕр çумлама пай панă. Хăш-пĕр хĕрарăмсем хăйсене уйăрса панă лаптăка тасатса ĕлкĕреймен. Ачасем ĕçсе выртакан хĕрарăмсене питĕ тарăхнă: "Хăçан ĕçме пăрахĕç-ши;" Вĕсен анисене те çум курăкран тасатмалла пулнă-ха та. Ахаль лартман ачасене амăшĕ.
Пĕррехинче амăшĕ вăрмантан виçĕ турат хул айне хĕстерсе таврăннă: пĕрре яшка пĕçермелĕх те пулин тенĕ ĕнтĕ. Пĕр ывăлĕ курнă та: "Аннем, ÿссен эпĕ шофер пулатăп. Сана пĕр машина вут турттарса килсе паратăп", – тенĕ. Чăнах та, виçĕ ывăлĕ те шофера вĕренсе тухнă.
Вунă ачана тумлантарма пайтах тăрăшмалла пулнă ашшĕпе амăшĕн. Амăшĕ çĕрĕпе çыхнă. Пĕрре аслă ывăлĕ Толя урине пĕçерттерсе янипе чирлĕ выртнă. Ĕçсĕр выртас килмен ачан, амăшĕнчен: "Анне, çыхма вĕрент-ха", – тесе йăлăннă. Ывăл ача чăлха-нуски çыхма вĕреннех.
Çитмен пурнăç пирки питĕ тирпейлĕ пулма хăнăхнă. Çĕтĕле пуçланă япаласене каскаласа тăхăнма юрăхлă тумтир çĕленĕ. Çемьере пурте çĕвĕ ĕçне ăста.
Апат-çимĕçе перекетлĕ тыткаланă. Яшкана пысăк чукунпа кăмакана лартнă. Шаркку пĕçернĕ. Шкултан пурте килессе кĕтнĕ. Кам çывăрса каять, ăна пай лекес пирки асламăшĕ çапла каланă: "Çывăракана пай çук, чупакана – пур". Ку шкултан килсен ĕçлемеллине пĕлтернĕ пулмалла.
"Темшĕн-çке анне пĕçернĕ шаркку питĕ тутлă туйăннă. Венера аппа Афганистанра ĕçленĕ чухне час-часах çак шарккăва тутанасшăн çуннă. Чирлĕ Римма аппа: "Анне пек пÿремеч пĕçер-ха", – терĕ. Тăван ялтан аякра пурăннăскер: "Тăван ял шăрши кĕрсе кайрĕ", – терĕ пÿремеч пиçсе тухсан... Икерчĕ тума анне пĕр витре чуста лăкатчĕ. Кам иртерех тухса каять – çавна пĕрремĕш çатма, ун хыççăнхине – иккĕмĕш. Çапла черетпе пыратчĕ икерчĕ.
Чуста çăрни аса килет. 13 çын валли мĕн чухлĕ çăкăр пĕçермелле пулнă вĕт-ха. Кăмакине мĕлкепе кĕлрен тасатнă, унтан йывăç кĕреçепе çăкăра кăмакана пĕçерме хывнă. Питĕ хитре хĕрелсе пиçетчĕç. Çăкăр хыттине çиме юрататтăмăр. Йĕри-тавра хышласа çаврăнаттăмăр. Асанне шÿтлетчĕ вара: " Мана çăкăр варри шăл çемми ĕнтĕ", – тетчĕ", – аса илет Елена Ильинична.
Вăйăсем те йĕркеленĕ. Пахчара хĕлле урлă та пирлĕ йĕлтĕр йĕрри пулнă. Çуна, йĕлтĕр, коньки пур ачан та пулнă тăр. "Сăрт патшилле" вылянă. Кÿршĕ-аршă ачисемпе пĕрле елка лартнă. Ăна тăрăшса илемлетнĕ. Хут пакетсем тунă, ăшне аннесем парнесем чикнĕ. Эх, савăнма çитнĕ вара!
"Ача-пăча ÿстерес тĕк чăмăр хатĕрле", – тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Анчах: "Сулахай аллу сулса ярсан сылтăм аллупа тытса чар", – тенĕн пăхса ÿстернĕ Илле пичче ачисене. Вĕсене вăл нихăçан та чышкă çĕклесе хăратман, пĕрре те хĕнемен.
Хут пĕлнĕ. Кÿршĕсем тĕрлĕрен ĕçлĕ хут çыртарма ун патне пынă. Хаçата çырса тăнă. Штатра тăман корреспондент пулнăскер, хăйне валли вăрттăн ят – Пайташ – суйласа илнĕ. Ял, колхоз историйĕпе кăсăкланнă.
Пушă вăхăтра ачисене утьăкка сиктернĕ. Ури ывăннăран пурне те черет çитмен. Юлнисем кăштах кăмăлсăрланнă: "Каллех мана черет çитмерĕ!"
Асламăшĕ ашшĕпе амăшне те кăмăллăн вĕрентсе пынă. Кинне: "Ачасене апат çийиччен нихăçан та ан пăсăрлантар", – тенĕ. Ывăлне: "Пĕри вăрçнă чух тепри ача хутне ан кĕрĕр", – тенĕ. Мăнукĕсене ÿссе пынăçемĕн: "Çăвара пысăк карса ан кулăр!" – тенĕ. Кÿршĕ ачисемпе вăрçăнса кайсан: "Ача хыççăн кайса çынсемпе хирĕçсе ан çÿрĕр", – тенĕ.
Вăрăм хĕрри – ачасемшĕн кĕтрет пекех пулнă. Пĕве тулли шыв. Хăйăртан хуласем (крепоçсем) тунă. Хĕртĕннĕ, шыва кĕнĕ – сывлăха çирĕплетнĕ.
Хур кĕтĕвне сыхланă. "Хур тыт – ачусене ĕç пултăр", – вĕрентнĕ ваттисем.
Юлташ нумай пулнă. Пĕрле каннă, пĕрле вылянă.
Мĕн ачаранах çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Вăрмансăр пурнăç çук тесе калама та пулать. Вăрман тăрăх пĕччен уçăлса çÿренине мĕн çиттĕр;!
"Сиккассинчен лайăххи нимĕн те çук. Тăван çĕр тăрăх утни маншăн – телей. Темле асамлăх хуçаланать кунта. Тăван шкула, тăван çĕре, Турра нихăçан та сутас çук", – тет юбилей хуçи.
Паян Елена Ильинична çемьере амăшĕ вырăнĕнче. Килен-каяна тивĕçлĕ кĕтсе илет. Пуриншĕн те тăрăшать, чун-чĕрипе çунать. Нÿхреп тулли – пахча çимĕç, сакай тулли – ĕçме-çиме, темĕн те пур пархатарлă Ĕçченĕн.
Хамран çапла хушассăм килет. Аслă аппăшĕ учитель пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенне Таисия Семеновна Повернаяна юратнипе вăл учитель ĕçне суйласа илнĕ. Аслă классене куçсан Галина Леонидовна аслă вожатăй (вырăс хĕрарăмĕ), вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Николаевна Еленăшăн литература тĕпелĕнчи чи çутă çăлтăрсем вырăнне пулнă. Вĕсен таса та сăнарлă чĕлхи илĕртнĕ шкул ачине. Илемлĕ вулама вĕреннĕ çак сăмах ăстисенчен.
Кайран вара пысăк уявсенче – ăста ертÿçĕ. Ку Турă панă тивлет пулĕ. Уçă та хăватлă сасă, палăртуллă вулав – кашни кураканăн, итлекенĕн чун-чĕрине тыткăнланă. Йăмăкĕн, Альбинăн та, çавăн пек пултарулăх пурччĕ. Хăех çыратчĕ, хăех вулатчĕ.
Елена Павлова Сиккассинче çуралнă, ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, Пермь тăрăхĕнчи Соликамск хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Шкулта аслă классенче вĕреннĕ вăхăтрах вожатăй ĕçĕсене туса пынă. Учитель дипломне алла илсен тăван яла таврăнса ĕçе пикеннĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл: шкулти ĕçсене тума, агитбригадăпа çула тухма, смотр-конкурссене хатĕрленме, ачасемпе – шкулта, ял-йышпа клубра уяв, кану каçĕсем йĕркелеме; ватăсене, йывăрлăха лекнисене пулăшма; пĕр суйлав та пулин унсăр иртсе курнă-ши тата. Çак ĕçсене хăй çинчен сирмесĕр вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕр хушă шкул директорĕ, чылай вăхăт директор çумĕ пулса ĕçлерĕ. Паян ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
Елена Ильинична çамрăксене те илемлĕ калаçу ăсталăхне хăнăхтарасшăн. Наталия Горшкова вĕрентекен унăн пархатарлă çулĕ çинче. Алеша Петров та маттур, юлашки вăхăтра мероприятисене Елена Ильиничнăпа иккĕшĕ ертсе пыраççĕ.
Нихăçан та ватăлман, хăйпе пĕр вăхăтра вĕреннĕ тата хăй вĕрентнĕ ачасене тăван ачи пек юратакан, вĕсемшĕн тунсăхлакан, общество пурнăçне чи хастар хутшăнакан, вăр-вар та вашават çын пирĕн Елена Ильинична. Ун пеккисем çинчен: "Харсăр вăл – кăвапине ĕç çинче каснă пуль", – теççĕ.
Турă çирĕп сывлăх, вăй-хăват патăр сана, хисеплĕ Ĕçтешĕм!
Е.АЛЕКСАНДРОВА. Сиккасси шкулĕ.