АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САЛТАКА ЯРАС, УРНĂ ЧĔР ЧУНСЕНЕ ПĔТЕРЕС ТАТА ЫТТИ ЫЙТУСЕМ ТАВРА

03 ноября 2010 г.

Район администрацийĕн пурнăçĕн кăçалхи вун пĕрмĕш уйăхĕ служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен анлă ларăвĕпе пуçланчĕ. Хальхинче ăна район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александров ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл Энтрияль, Карăклă, Ухман, Чакаç, Хучел, Шаккăл тата Янкăлч ял тăрăхĕсен çĕнĕ пуçлăхĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсене ĕçре ăнăçу сунчĕ. Лару пилĕк ыйту пăхса тухрĕ.

Кĕрхи призыв пуçланчĕ. Республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов çак ĕçĕн малтанхи тапхăрĕпе паллаштарчĕ. Çамрăксене салтака илесси йывăррăн пулса пырать. Тĕп сăлтав – иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пурнăç условийĕсем йывăрланнине пула ача çуратасси тăруках пĕчĕкленни. Вырăнта ĕç тупайманнипе çĕршывăн тĕрлĕ регионне ĕçлеме кайни те, сывлăх енчен чаплах пулманни те хăйне майлă чăрмав кăларса тăратаççĕ. Çар службинчен пăрăнса юлас шухăшлисем те çук мар. Вĕсемпе прокуратура интересленĕ. Кĕркунне Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен 340 çамрăкĕн салтак атти тăхăнмалла. Юпа уйăхĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне пирĕн районăн 48 каччи тăнă.

Юрий Витальевич Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Васильевăна салтака юрăхлă ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. Нумаях пулмасть Сергее ялĕпех ракетăсен çарне ăсатрĕç. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Асхва ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Н.Стрельцова ячĕпе те ăшă сăмах янăрарĕ. Надежда Петровнăн шăллĕ Сергей сывлăш çар десантникĕн пакунĕсене çакĕ.

Ю.Барышов подполковник ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кĕрхи призыва ăнăçлă ирттерес енĕпе вăй çитнĕ таран пулăшма ыйтрĕ. Уйрăмах ку енĕпе çарпа учет специалисчĕсен çивĕчрех ĕçлемелле. Салтакра пĕр çул çеç пулмалла. Çак вăхăт хăвăрт иртĕ. Кашни арçыннăн пурнăçĕнче çарта ирттернĕ вăхăт темрен те хаклă, вăл нихăçан та манăçа тухмĕ, тус-юлташсемпе калаçмалли яланхи тема пулса тăрĕ. Характер çирĕпленсе çитет, арçын шутне кĕретĕн.

Канаш хулипе районĕн налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Н.Алексеева налук законодательствинчи çĕнĕлĕх-семпе паллаштарчĕ, налук тÿлессипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ. Республикăра "Пĕчĕк бизнес кунĕсем" акци пырать. Çакăн çинчен тĕплĕнрех Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Н.Каклимов каласа пачĕ. Çавăн пекех Николай Сергеевич кредит илмелли тата вак предпринимательствăн субъекчĕсене пулăшу памалли условисемпе паллаштарчĕ.

Çĕр пайĕн шучĕпе ял хуçалăх ĕçĕнче усă курма лаптăк илсе ăна регистрацилессине 2011 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ тĕлне вĕçлес енĕпе васкавлăн тумалли ĕçсем çинче район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов чарăнса тăчĕ. Çĕр пайĕсен хуçисен списокне вăхăтра хатĕрлесе çитерме ыйтрĕ.

Кĕркунне çапкаланчăк йытăсем тата хуçасăр кушаксем йышланса каяççĕ. Таврара тĕрлĕ чир-чĕр ан сарччăр тесен вĕсене пĕтермелле. Çакăн пирки тата тилĕсен хисепне йĕркелесе тăмалли çинчен районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Андреева тата Канаш хулипе районĕнчи сунарçăсен обществин председателĕ Н.Краснов каласа пачĕç. Юлашки вăхăтра урнă тилĕсем час-час тĕл пула пуçларĕç. Кăçал 20 тилле тытса тĕп тунă.

Анлă ларăва район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александров пĕтĕмлетрĕ. Вăл е ку ыйтăва сÿтсе явнă чухне тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе конкретлă мерăсем йышăнма хушрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика