АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШ ЕН "РОСНЕФТЬПЕ" АЛЛА-АЛЛĂН ĔÇЛЕСШĔН

03 ноября 2010 г.

Михаил Игнатьев Президент виçĕм кун республика Правительствин членĕсемпе канашлу ирттернĕ, унта нефть продукчĕсен хакне чакарассипе, сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, халăх çыравĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов сĕннипе хальхи вăхăтра патшалăхăн чи пысăк "Роснефть" нефть компанийĕпе килĕшÿ тăвас тĕллевлĕ проекта тишкереççĕ. Çак документра Чăваш Енре АЗСсем тумалли е туянмалли майсене палăртнă. Ку ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли автомобиль бензинĕн тата дизель топливин хакне чакарма пулăшасса шанаççĕ. Халĕ республикăри ГСМ хакĕсем федерацин Атăлçи округĕнче те чи пысăккисем. УФАС пулăшнипе йышăнакан мерăсем хальлĕхе хаксене курăмлă витĕм кÿреймеççĕ. Президент тивĕçлĕ министерствăсемпе ведомствăсене ыйтăва татса памалли вариантсене хатĕрлеме, ял ĕçченĕсен интересĕсене тĕпе хурса килĕшĕве пурнăçламалли мелсем тупма хушнă.

Республикăн 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программине Раççейĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви ырланă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина каланă тăрăх асăннă тĕллевсем валли 2,5 млрд тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Çийĕнчен ĕçке хирĕç профилактика валли тата шăмăсемпе мышцăсен патологийĕпе чирлисене пулăшу кÿме пайăр мерăсем палăртса программăна пуянлатасшăн. "Чăваш Ен сывă пурнăç йĕркине çирĕплетмелли программăна пурнăçлакан регионсен шутне кĕнĕ.Çакă наркологи службин диагностикăпа реабилитаци ĕçне аталантармашкăн тата 820 млн тенкĕ кÿрет. Тата – эпир уçнă сывлăх центрĕсенче наркологи пÿлĕмĕсем йĕркелеме субсидисем пулаççĕ", – тенĕ Нина Суслонова премьер-министр.

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова пĕлтернĕ тăрăх çыравра Чăваш Енре 1 млн та 239 пин çынна шута илнĕ, çакă кулленхи демографи хаклавĕн шайĕпе танлаштарсан халăх шучĕ 20-25 пин çын чухлĕ чакнине çирĕплетет. Чăвашстат шучĕпе, çак уйрăмлăх ĕç миграцийĕ пысăккипе сăлтавланнă. Пĕтĕмĕшле илсен çырава халăхăн 95 процентне яхăн йышĕ хутшăннă. Çыравăн пирвайхи кăтартăвĕсене çитес çулхи ака уйăхĕнче пичетлесе кăларĕç.

Литвари "АРВИ" компанисен ушкăнĕ Чăваш Енпе пĕрле кăркка çитĕнтермелли, комбикорм кăларакан тата биокаяшсене тирпейлекен завод тумалли проекта пурнăçласшăн. Литвара ЧР Ял хуçалăх министерствипе асăннă компани хушшинчи малтанхи килĕшĕве алă пуснă, çакăн çинчен С.Павлов министр пĕлтернĕ. Культура министрĕ Р.Лизакова пĕлтернĕ тепĕр хыпар: оперăпа балет театрĕ, филармони, архив, Трактор тăвакансен культура керменĕ тата Наци музейĕн фончĕсем федерацин "Раççей культури" программин культура еткерĕн объекчĕсен шутне кĕнĕ.

Канашлура çавăн пекех республикăн 2011 çулхи бюджетне йĕркелес ĕçе тăсассипе, шăрăх çанталăка пула шар курнисене пулăшассипе, вăрмансене çĕнĕрен чĕртессипе çыхăннă темăсене, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ытти ыйтăвне тишкернĕ.

Н.ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика