29 октября 2010 г.
Ăна Канаш станцийĕнче асăрхасан транспорт милицийĕн ĕçченĕсем тÿрех сисчĕвленнĕ: ку кĕсье вăррине лайăх паллаççĕ вĕт – ырă шухăшпа çÿреместех.
Хĕрĕх икĕ çулти арçын Пермь-Новороссийск пуйăс станцине çитсе чарăнсан пассажира ăсатакан пек пулса вакуна кĕнĕ. Унта вăрах тытăнса тăман, часах каялла тухнă. Алăк патĕнче вара ăна пакунлисем кĕтсе тăнă. Ухтарнă та – çумĕнче çичĕ пин тенкĕ тупнă. Ăçтан; Хуравĕ часах палăрнă. Муркаш районĕнчи Шаптак ялĕнче пурăнакан 46 çулти арçын хăйĕн укçи çухалнине сиссе те юлайман иккен. Хĕрĕнкĕскер Воронежа кайма хатĕрленнĕ, пуйăс кĕтнĕ май хайхи арçынпа паллашнă, туслашма та ĕлкĕрнĕ. Вăрă ăна вакуна кĕрсех ăсатас тенĕ. "Асăнмалăх" унăн кĕсйинчен укçа кăларса илнĕ.
Унччен судпа айăпланнăскер пирки уголовнăй ĕç пуçарнă та ĕнтĕ. Ку хутĕнче ирĕклĕхпе нумайлăха сыв пуллашать-тĕр.
С.ЕГОРОВА.