29 октября 2010 г.
Паян кашни кĕтесре тенĕ пекех наркотик сĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене наркотикпа явăçасран хÿтĕлеме тăрăшаççĕ-ха, анчах та вĕсене çак наркăмăш сиенĕ çинчен мĕн ачаран вĕрентмесен усси сахалрах. Эсир ачана ниçта кăлармасăр, хăвăртан пĕр утăм та хăвармасăр килте тытса усрама пултаратăр. Анчах та шăпах çакăн пек туни чылай чухне ачана сиенлĕ пулăм авăрне кĕрсе ÿкме пулăшать те. Çавăнпа та çамрăк наркотик сиенĕ çинчен хăй нумайрах пĕлме тăрăштăр.
Сирĕн ачăра алкогольпе наркотик витĕмĕнчен хÿтĕлеме, вĕсене ăнланма тăрăшмалла. Наркотикăн кашни тĕсĕ организма мĕнле сиенлĕ витĕм кÿнине каласа ĕнентермелле. "Çăмăл" наркотиксем ăнлав пулмалла мар.
Наркотиксене "çук" тесе калама çăмăл мар, ăна çитĕннĕ пур çын та калаймасть. Ашшĕ-амăшĕн ачана усал сĕнĕве, пулăма хирĕçлеме те вĕрентмелле.
Çакна асра тытмалла: наркодилерсем çыннăн йăваш кăмăлĕпе усă курса пысăк укçа тăваççĕ; сана наркотик сĕнекен эсĕ ырантан наркотиксăр пурăнаймассине, ăна туянассишĕн эсĕ тем тума та хатĕррине пĕлет; дилерсем хăйсем нихăçан та наркотик тутанмаççĕ, мĕншĕн тесен вăл сывлăха, пурнăçа пĕтерсе хурасса питĕ лайăх пĕлеççĕ.
Наркотик сĕнекенрен пăрăнмалли хăш-пĕр тĕслĕхсем:
1. "Çук, мана наркотик кирлĕ мар". Ку хурава ăнлантарма та кирлĕ мар.
2. "Тавтапуç. Манăн тренировкăна каймалла".
3. "Эсĕ пултараятăн-ха çапла;" тесе курнăçланакана "Манăн пурнăçа йĕп çинче ларса ирттерес килмест-ха" тесе хуравлама пулать.
4. "Тавах, кирлĕ мар. Ман стильпе çыхăннă япала мар".
5. "Хăп ман çумран!"
6. "Мĕн çулăхрăн, каларăм вĕт "çук!" тесе".
7. "Мана наркотик интереслентермест".
8. "Эсĕ мана татах наркотик сĕнсен эпĕ санпа хутшăнма пăрахатăп".
9. Енчен те пусахласах наркотик сĕнеççĕ пулсан пăрăнмалла та утмалла.
Е.ПОТОРСКАЯ, район больницин нарколог врачĕ.