АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ ТĔРТМЕ ХĂТЛАННĂ

29 октября 2010 г.

Канаш хулинче пурăнакан пĕр хĕрарăм хăйĕн путсĕр ывăлĕпе пĕр хваттерте текех пурăнайманнипе Сухайкасси ялĕнче çурт туяннă. Хулари хваттерне вара укçалла тара панă. К.Р.Шупашкарти Ленин район сучĕ вăрланăшăн айăпласа 3 çул та 6 уйăха ирĕк прависĕр хăварса ĕçлесе юсанмалли колоние янă пулнă. Çамрăк алкогольпе ытлашши иртĕхнипе кăмăл-туйăмĕ пăсăлнипе Шăхасанти психиатри больницинче те сипленнĕ. Канаш хулинче те, районта та административлă йĕркене пăснăшăн ăна темиçе хутчен те явап тыттарнă. Анчах К. Р.-а айăплав-асăрхаттарусем нимĕнле та витĕм кÿмен.

К.Р. хушăран-хушă Мускава укçа ĕçлесе илме çÿренĕ. Таврăнсан вара урăлса курман тесен те юрать. Е ашшĕ, е амăшĕ е тата пиччĕшĕ патĕнче пурăннă. Ашшĕпе амăшĕ уйрăм пурăннăран ытларах ашшĕ патĕнче пулнă. Ывăлĕ ÿсĕр чухне амăшĕ унран хăранă, мĕншĕн тесен К.Р. ăна тем те пĕр каласа хăртнă.

2009 çулхи çу пуçламăшĕнче каçхи 9 сехетсенче ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ К.Р. амăшĕ патне килнĕ. Хытă тарăхнăскер тÿрех кăшкăрашма пуçланă, картишĕнче тăракан газ баллонĕн винтильне уçса хунă, чĕртсе янă, çурта сирпĕтсе ярассипе хăратнă. Çулăма çурт еннелле янă. Юрать-ха çак вăхăтра хапха алăкĕ уçă пулнă. Хирĕçре пурăнакан Нина чупса каçса çулăма сÿнтернĕ, баллона хупса хунă. Каччă баллона илнĕ те çуртран аякрах мар çырмана кайса пăрахнă. Амăшĕ путсĕр ывăлне кĕртес мар тесе хапха алăкне питĕрсе лартнă, анчах лешĕ чÿречерен чулпа пеме тытăннă. Кантăка икĕ хучĕпех ватнă. Çакна асăрхаса каллех кÿршисем чупса каçнă, çамрăка милици сотрудникĕсем киличченех вĕçертмен.

Кун евĕр хăтлану пĕрре кăна пулман. К.Р. амăшĕн çуртне темиçе хутчен те вут тĕртме хăтланнă. Амăшне кÿршĕсем вăхăтра асăрхани кăна инкекрен çăлăнса юлма пулăшнă.

А.ИВАНОВ, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика