АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН ÇĔРЕ ЮРАТСА

29 октября 2010 г.

Нумаях пулмасть В.Волковăн "Мать-кормилица-земля" ятпа çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта XX-XI ĕмĕрсен чиккинче Чăваш Республикинче, хамăр районта, Киров ячĕллĕ, "Россия-Труд", "Пинер" хуçалăхсенче тата фермер хуçалăхĕсенче ял хуçалăхĕ еплерех аталанса пынине сăнласа кăтартнă. Кĕнекере 348 страница, вăл 400 экземплярпа кун çути курнă. Кĕнекене хуçалăхсенче тăрăшакан механизаторсен, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, уй-хир ĕçченĕсен, ертÿçĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе автобиографийĕсене кĕрт-се хăварнă. Тăван çĕре юратакансене халалланă кĕнеке çитĕнекен ăрушăн питех те курăмлă материал.

Викентий Михайлович Волков Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Шăхасанти вăтам шкулта пĕлĕвне малалла аталантарнă. Салтака кайма ят тухсан чикĕ хуралĕнче хĕсметре тăнă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет) вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Ăста педагог общество тата истори предмечĕсене ертсе пынă, ачасене çар ăсталăхне вĕрентнĕ, директор çумĕ тата директор та пулнă. Ĕçри хастарлăхшăн сахал мар наградăсене тивĕçнĕ вăл.

В.Волков – ăста краевед, Энтриял ял тăрăхĕн, колхозпа кооператив хуçалăхĕсен историйĕсене тĕпчессипе ĕçлет. Халиччен вăл "Подвиг шибылгинцев бессмертен", "История Шибылгинской средней школы", "Очерки истории села Шибылги" кĕнекесем çырса кăларнă.

В.Волковăн çĕнĕ кĕнеки документаллă материалсемпе пуян. Вĕсем хуçалăхсен кун-çулне курăмлăн кăтартса параççĕ. Тĕплĕнрех кĕнекене алла илсен паллашма пултаратăр.

П.ЕФИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика