АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИСЕПЕ ТИВĔÇ

29 октября 2010 г.

Лидия Никандровна Зотикова Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел ялĕнче çуралнă. 1970 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан пултаруллă хĕр Канашри педагогика училищине çул тытать. Училищĕре илнĕ пĕлÿпе кăна çырлахмасть вăл, 1981 çулта куçăмсăр мелпе Чĕмпĕрти педагогика институтне вĕренсе пĕтерет, географи учителĕ пулса тăрать. 1982 çулччен Палтиелри, каярах Шелттемри шкулсенче вăй хурать. Пуçламăш класс ачисемпе кăна мар, аслисемпе те ĕçлет Лидия Никандровна. Вĕсене вăл географи тата музыка предмечĕсене вĕрентет.

Л.Зотикова 1982 çултанпа Сухайкасси шкулĕнче ĕçлет. Учителĕн портфолио папки те питĕ хулăн – мĕн чухлĕ Хисеп хучĕ, сăн ÿкерчĕк, сценари – шутласа та пĕтерес çук! 1991 çулта Лидия Никандровна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ. Пуçламăш класс ачисем валли "Путене" кружок ертсе пырать пултаруллă вĕрентекен, çулсерен ачасене "Канаш ен мерченĕсем" фестивале хутшăнма хатĕрлет. Вĕрентекен ят-сума чăннипех те тивĕçлĕ пулнине дипломсем те çирĕплетеççĕ.

Лидия Никандровнăна ял-йыш хисеплет. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, унсăр пĕр мероприяти те иртмест.

Лидия Никандровнăпа Валерий Викторович пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Наташа шкултан çеç мар, аслă вĕренÿ заведенийĕнчен те "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренсе тухрĕ. Кăçал Зотиковсен мăнукĕ Юля пуçласа парта хушшине ларчĕ. Вăл та вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тăвасса шансах тăратпăр.

И.ЕГОРОВА. Сухайкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика