АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШ ЕН ХĂРУШСĂРЛĂХРА ПУЛНИНЕ ХĂЙ КУРСА ĔНЕННĔ

29 октября 2010 г.

Юнкун Чăваш Республикин Президенчĕ пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсенчен пĕринче террорла акта пÿлес енĕпе республикăн оперативлă штабĕ Канашра Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕ ертсе пынипе тактикăпа ятарлă вĕренÿ ирттернĕ çĕре хутшăннă.

Вĕренÿ тĕллевĕпе килĕ-шÿллĕн условнăй террористсем хураллакан объекта тапăнса кĕнĕ, ăна сирпĕтсе янă, "заложниксем" тытнă. Милици сотрудникĕсем йĕрлессинчен хăтăлас тĕллевпе "террористсем" "заложниксене" хăйсемпе пĕрле илсе çывăхра ларакан промышленность предприятине пытанма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем политикăпа тата укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем тăратнă, вĕсене пурнăçлама хушнă. Енчен те мĕн ыйтнине тивĕçтермесен сирпĕнекен хатĕре ĕçлеттерсе ярассипе, "заложниксене" вĕлерессипе хăратнă.

Чăваш Республикин оперативлă штабĕ "Терроризма хирĕç тăрасси" саккунпа килĕшÿллĕн Канаш хулин территоринче контртеррорла операци ирттерме йышăннă. "Террористсемпе" калаçни нимле усă та паман. Спецназа оперативлă çар мероприятийĕ ирттерме приказ панă. Часах "террористсене" "сиенсĕрлетнĕ", "салука илнисене" ирĕке кăларнă.

Вĕренÿ вăхăтĕнче оперативлă штабпа антитеррорла комисси пĕрле ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене татса парассине ĕçре кăтартса панă. Чăваш Ен Президенчĕ çак ĕçĕн пĕтĕм аспекчĕсене тĕплĕн тишкерсе тухнă, професси шайне, техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернине, вĕренĕве хутшăннă вăйсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине пысăк хак панă. "Чăваш Ен хăрушсăрлăхра тесе шанчăклăнах калама пулать", – тенĕ Михаил Игнатьев вĕренĕве хутшăннисене тав туса.

Чăваш Республикин ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика