27 октября 2010 г.
Пыйтă – ерекен чир. Вăл этем ÿчĕ çинчи паразитсенчен пуçланать. Пыйтăсем çÿç çинче пулаççĕ, вĕсене пуç пыйти, çие тăхăнмалли кĕпе-тум çинчине – тумтир пыйтисем теççĕ, унсăр пуçне хыса пыйтисем те пулаççĕ.
Педикулез хăвăрт аталанакан чир, çавăнпа та унран хăтăлма çăмăлах мар. Кашни кун пыйтă 3-7 çăмарта хурать, вĕсем тум, çÿç çумне çирĕп çыпăçса лараççĕ. Пыйтă юнпа кăна тăранса пурăнать. Педикулез чирлĕ çынпа хутшăнсан ерет: пĕр çын çинчен тепĕр çыннăн тумтирĕ çине куçать, пыйтă пĕр минутра 20 сантиметр куçать. Çавăн пекех харпăр хăй гигиенине пăхăнмасан пĕр япалапа (тумтир, тура, пуçа тăхăнмалли хатĕрсем) усă курсан пыйтă чирĕ ерес хăрушлăх ÿсет. Пыйтă ÿт-пĕве кĕçĕттернисĕр пуçне ытти чир-чĕре те аталантарать.
Пыйтă пĕчĕк пулнăран ăна çийĕнчех асăрхама та çук. Çавăнпа та пĕчĕк ачасене пыйтă лекмен-ши тесе тĕрĕслесех тăмалла. Пыйтăпа пурте чирлеççĕ. Юлашки çулсенче кĕпе педикулезĕ час-час тĕл пулма пуçларĕ. Пĕлтĕрхи 9 уйăхра кун пекки 2 тĕслĕх шута илнĕ пулсан, кăçал икĕ ялти икĕ çемьере – 11 çынна. Вĕсенчен 6-шĕн кĕпе педикулезĕ.
Хыса пыйти ар хутшăнăвĕ урлă, сайра хутра вырăн, мунчала, пит шăлли урлă ерет, вăл ытларах çитĕннисен тĕл пулать. Кун пек чухне пыйтăсемпе шăркасем хыса çинчи çăм пĕрчисем, шăхча çумне, вăраха кайнă чир чухне куç харшисемпе куç хăрпăкĕ çине çыпçăнса лараççĕ.
Педикулез тупса палăртсан "Медифокс" препаратпа сипленмелле. Кирлĕ виçе чухлĕ хатĕрленĕ эмульсие пуç çине сĕрмелле. Тепĕр 20 минутран ăшă шывпа шампуньпе çуса ямалла. Çакна çемьере пурин те туса ирттерсен шанчăклăрах.
А.АФАНАСЬЕВА, эпидемиолог врач пулăшуçи.