АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУÇА ТĂТĂШ ĔÇЛЕТТЕРМЕЛЛЕ

27 октября 2010 г.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ палăртнă тăрăх, паян пирĕн планета çинче сывлăхĕ психика тĕлĕшĕнчен хавшанă 450 миллион çын пурăнать. Хĕвел анăç çĕршывĕсенче кашни çиччĕмĕш çын ăс-тăн тĕлĕшĕнчен катăкрах шут-ланать: е вăл параноик (шизофреник), е унăн алко-голизмпа чирлесе каяс хăрушлăх пысăк.

Пĕтĕм тĕнчери психика сывлăхĕн кунне 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ шизофрени, эпилепси, наркотик, Альцгеймер чирĕсене халăхра сарăлма парас мар тесе ĕçлесси. Информаци юхăмĕ пысăк пулни, çĕршыври политикăпа экономика лару-тăрăвĕ лăпкă марри чире аталантараççĕ, юлашкинчен çынна стресс пулать. Паянхи пурнăçра стрессăр пурăнма май та çук тăр. Çынсем стреспа кĕрешеççĕ, анчах унпа кĕрешмелле мар, ăна аталантармасан тата аванрах.

Пуç мимине мĕн чухлĕ иртерех ĕçлеттерме пуçлатăн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Çакă вăл Альцгеймер чирĕнчен, ватă çыннăн ăсĕ-тăнĕ арпашнинчен, сыхланмалли чи лайăх мел.

Пуç мими нормăра чухне 1 кг таять, ăна талккишпех юн тымарĕсем çавăрса илнĕ, кислородпа тата ытти веществосемпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Сывă пуç миминче çĕнĕ клеткăсем йĕркеленеççĕ. Клеткăсем ача чухнех ĕçе пикенеççĕ, çакă нумай чухне ашшĕ-амăшĕнчен килет. Вĕренмен, ăс-тăна аталан-тарман çынсен ватлăх чирĕ пуçланас хăрушлăх 2 хут пысăкрах. Енчен те вĕсен ĕçĕнче пĕлĕве тăтăш ÿстерсе пымалли яваплăх çук пулсан, хăрушлăх 4 хут ÿсет.

40 çула çитнĕ çынсен ватлăхра ăс-тăн вăйĕ ан хавшатăр тесен çак сĕнÿсене шута илмелле:

пуçа тăтăш ĕçлеттерсен миме патне юн пырса тăрасси вăйланать, çавна май пуçра информацие йышăнмалли çĕнĕ çулсем йĕркеленеççĕ. Хăвăрăн "процессора" кашни кунах ĕçлеттерĕр!

Çынсемпе ытларах хутшăнăр, калаçăр. Пĕр вĕçĕм телевизор умĕнче ларсан эсир ÿсен-тăрана куçатăр.

Сахалрах кулянăр, кирлĕ-кирлĕ маршăн ан пăшăрханăр, стресс пуласран сыхланăр. Стресс ăс-тăна арпаштарма пултарать.

Йывăр ĕçрен ан пăрăнăр. Ытлашши виçерен хăтăлма тăрăшăр. Сирĕн организмри юн пĕр вĕçĕм выляса тăтăр.

Паллах, чĕрешĕн, пуç мимишĕн усăллă апат çийĕр. Улма-çырла, пахча çимĕç, мăйăр, ÿсен-тăранран хатĕр-ленĕ витаминсем кулленхи рационра пулмалла. Çак сĕнÿсене пăхăнсан нумай çул сывă тăнпа пурăнатăр.

Район больницин йĕркелÿпе методика пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика