27 октября 2010 г.
Елена Адольфовна Иванова 1993 çулта Кăшнаруйĕнчи тĕп шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме килнĕ. Халĕ çав шкул пуçламăш класа çÿрекен ачасене анчах пĕлÿ парать. Çавна май Е.Иванован тăван ялтан инçе вырнаçнă Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси шкулне ĕçе çÿреме тивет.
Лена 38 çул каялла Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Пĕччен хир (Ящерино) ялĕнче, Августина Гурьевнăпа Адольф Васильевич Михайловсен çемйинче, çуралнă. Амăшĕ – тăван хуçалăхри ăста хăмлаçă, ашшĕ электрик пулса ĕçлет.
Елена Адольфовна 1988-92 çулсенче Канашри педагогика училищинче пĕлĕвне аталантарнă, каярах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.
Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан çамрăк специалист пĕр çул Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашнири тĕп шкулта тăрăшнă. 1993 çулта Кăшнаруй каччипе Георгий Владимировичпа çемье çавăрнă. Çакăн хыççăн Елена Адольфовна мăшăрĕн тăван ялĕнче шкулта ĕçлеме пуçланă.
Лена мĕн пĕчĕкрен хăйсене тăрăшса вĕрентнĕ Валентина Филипповна Николаева пек пулма ĕмĕтленнĕ. Тăрăшсан ĕмĕт пурнăçланатех, хĕр упраç çулсем иртнĕ майăн хăй кăмăллакан профессие алла илнĕ.
Елена Адольфовна ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех обществолла ĕçре те пуçарулăхпа палăрать. "Уçă урок" фестивале хастар хутшăннăшăн ăна Мускаври "Первое сентября" издательство çурчĕ Диплом парса чысланă. Унăн шкултан тата районтан илнĕ Хисеп хучĕсем те сахал мар. Кăшнаруй ялĕ йĕркеленнĕренпе 230 çул çитнине халалласа ирттернĕ уявра ăна обществăлла ĕçри хастарлăхшăн ял-йыш умĕнче Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕç.
Георгийпе Елена Ивановсен çемйинче виçĕ ача çитĕнет. Аслисем: Анна – вуннăмĕш, Семен саккăрмĕш классене çÿреççĕ. Роман тăватă çулта, вăл та аппăшĕпе пиччĕшĕ пек шкулта тăрăшса вĕрĕнме ĕмĕтленет.
Ивановсен çемйи чылай хаçат-журнал ("Канаш ен", "Çамрăксен хаçачĕ", "Тетте"...) çырăнса илет. Вĕсем çав кăларăмсенче пичетленсе тухнă статьясемпе тĕрленчĕксене сÿтсе явма кăмăллаççĕ, конкурссемпе викторинăсене хутшăнаççĕ. Ялти тĕслĕх библиотекăпа та туслă çак çемье, унта ирттерекен кĕнеке тишкерĕвĕсемпе конференцисенче тăтăшах курма пулать вĕсене.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.