27 октября 2010 г.
Куçа уçрăм... Пÿлĕмре шăплăх хуçаланать. Сехет çине пăхрăм. Кĕçех саккăр çитет. Ах, тăрас килмест-çке. Анчах пĕрремĕш "мăшăра" каймаллах. Унсăрăн зачет илеймĕн. Лекци... Çырма тивет. Темле пулсан та çитмеллех.
Сакăр сехет çитесси пилĕк минут. Ĕлкĕрейместĕп пулĕ. Ара, тепĕр 25 минутран лекци пуçланать вĕт! Хыпаланса çăвăнтăм, тумланса çÿç-пуçа тирпейлерĕм те мĕн кирлине сумкăна чиксе пÿлĕмрен тухса "вĕçрĕм". Пушар сÿнтерме васканă пек чупатăп. Урамра çынсем çаврăна-çаврăна ман çине пăхаççĕ. Мĕн пулнă-ши, мĕн тĕлĕнтерет-ши вĕсене; Ара, эпĕ курткăна тÿнтер тăхăннă иккен. Кун çинчен мана пĕр пике систерчĕ. Эй, тĕнче!.. Намăс вĕт! Часрах тумтире хывса тĕрĕс тăхăнтăм та троллейбуса кĕрсе лартăм.
Хамăн çывăрас килет, ыйхă пуснă май пуçăм усăнать. Кондуктор юнашар пырса тăрсан тăна кĕтĕм-ха.
– Билет пур-и; – терĕ вăл ман çине сиввĕн пăхса.
– Ара, пур паллах. Эпĕ студент вĕт. Çакна ĕнентерекен документ та пĕрлех, – тесе сумкăна уçрăм. Анчах темле шырасан-çавăрттарсан та уйăхлăх çÿремелли билет тупăнмарĕ. "Çухатрăм-ши;" – кулянмах пуçларăм. Эй, пуç... Килте сĕтел çинче кĕнеке айне пулса юлчĕ-çке вăл! Халĕ мĕн тумалла вара;! Укçа та илмен иккен паян шăтăк пуç!
Кондуктор ман çине шăтарасла пăхса тăрать:
– Укçа тÿлемесен тух та çуран ут! – терĕ пĕтĕм халăх илтмелле. Ăна итлесе тухма хатĕрлентĕм. Мĕн тăвăн – саккуна пăхăнмаллах. Çак самантра малти алăк патĕнче пĕрле вĕренекен юлташăма курах кайрăм. Вăл мана: "Ан тух, саншăн тÿлетĕп", – тенĕн аллипе тем хăлаçланчĕ.
Çапла университет чарăнăвне çитрĕмĕр. Сехет йĕпписем саккăр тĕлĕнчен тахçанах иртнĕ.
– Атя часрах, ĕлкĕреймерĕмĕр вĕт, – васкатрăм тантăша.
Иксĕмĕр те сывлăш пÿлĕнмеллех хыпаланса чупрăмăр. Аудитори тĕлне хашка-хашка çитсен тĕлĕннипе шак! хытса тăтăмăр. Мĕн япала ку; Алăкĕ питĕрĕнчĕк. Нивушлĕ никам та килмен; Лекци тахçанах пуçланмалла-çке... Вĕçтертĕмĕр расписани çакса хунă тĕле.
Вăт сана лекци! Тепĕр сехет çурăран çеç пуçланать вăл! Расписание улшăнусем кĕртнĕ иккен. Эпир çакна пĕлмесĕрех юлнă. Эх, пĕлнĕ тĕк...
Килни усăсăр ан пултăр тесе юлташăм библиотекăна илсе кайрĕ. Вăт çапла...
...Лекци пырать. Студентсем преподаватель каланине пĕр сăмах сиктермесĕр çырса пыраççĕ. Теми интереслĕ-çке...
Ку мăшăрсăр пуçне тата тепĕр виççĕ-ха... Тÿсес пулать. Кайран киле таврăнма та юрать. "Ыран иртерех тăрăп та васкамасăрах университета çитĕп", – ĕмĕтлентĕм черетлĕ лекци пуçлансан.
Анчах тепĕр кун каллех çывăрса юлтăм... Малашне вăраткăчпах усă курма тивет ĕнтĕ. Ирхи 6 сехетре тăма пуçласан занятисене лайăхах ĕлкĕрĕп-ха та...
К.АЛЕКСАНДРОВА, ЧПУ студентки.