АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔР ÇИТСЕН, УЙ–ХИР ПУШАНСАН

27 октября 2010 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене халалланă уяв Уçырмари культура çурчĕн фойинчен пуçланчĕ. Кунта районти хуçалăхсенче çитĕнтернĕ продукцисен куравне йĕркеленĕ. "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ кооперативсем, "Сеспельское", "Победит", "Канаш", "Хучель", "Нектар", "Пинер", "Олимп", "Цивиль", "АСК "Канаш" пĕрлĕхсем, "Мотор" агрофирма, чăх-чĕп фабрики тăратнă продуктсен ассортименчĕ самаях анлă. Вĕсемпе кашниех интересленсе паллашрĕ. Кунтах райпон Вырăскас Пикшихри "Колос" кафен буфечĕн ĕçченĕсем пылак шывсемпе, кондитер изделийĕсемпе, вĕри чейпе суту турĕç. Культура çурчĕн залĕн уçă алăкĕсенчен сăрхăнса тухнă илемлĕ кĕвĕ халăха хăй патнелле йыхравларĕ. Уява килнисем залалла туртăнчĕç. Вĕсен кăмăлне районти культура çурчĕн халăх хорĕ хитре юрăсемпе çĕклерĕ. Артистсем ха-тĕрленĕ "Чăваш ен" тата "Çĕр ĕçченне мухтар-и" юрăпа ташă сюитисене куракансем ăшшăн йышăнчĕç, хыттăн алă çупса тав турĕç.

– Районти хуçалăхсене ертсе пыракансем, ял хуçалăх специалисчĕсем, механизаторсем, уй-хир ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, сире çĕр-аннене юратнăшăн тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Уяв ячĕпе пурне те! – çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕç уяв программине ертсе пыракан А.Мурзуковпа О.Егорова.

Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракана – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхне Э.Александрова сăмах пачĕç.

– Паян эпир ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр. Вăл – çĕр ĕçне чунĕпе парăннисен, тар юхтарса ÿстернĕ тухăçран продукци хатĕрлекенсен чăн-чăн уявĕ. Чĕререн тухакан сăмахсене вĕсен ячĕпе калатпăр, вĕсене тав тăватпăр. Патшалăх ял çыннисен пурнăçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни, йывăрлăхра пулăшса тăни вĕсен çитĕнĕвĕсенче палăрчĕ, малалла талпăнма вăй-хăват хушрĕ, – терĕ Эдуард Валентинович.

Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе "Ентешсем" ансамбль "Чечеклен юратнă Канаш ен" юрра шăрантарчĕ. Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Г.Васильев, Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Канашри педагогика колледжĕн директорĕ Г.Косолапов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, "Единая Россия" политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ В.Софронов, "Промнефть" компани ушкăнĕсен коммерци директорĕн çумĕ А.Степанова, "Молочный двор" компанин генеральнăй директорĕ А.Казаков, "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Титова, районăн хисеплĕ гражданинĕ Е.Роштов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Уявăн кăмăллă тапхăрĕ, ĕçре палăрнисене чысласси, пуçланчĕ. Чи малтан сцена çине район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов тухрĕ. Патшалăх Канашĕн председателĕ Г.Васильев Иван Тимофеевича ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Ен Президенчĕн М.Игнатьевăн Тав çырăвне пачĕ. Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Г.Степанов, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн пăру пăхаканĕ И.Евграфова, "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕрлĕ ĕç тăваканĕ М.Исаева, "Путь Ленина" ЯХПК тракторисчĕ Н.Яковлев республикăн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕç пулнă. Çакăн çинчен казначействăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова пĕлтерчĕ, наградăсене хуçисене пачĕ.

"Промнефть" компани ушкăнĕсен директорĕн çумĕ А.Степанова та канашсем патне пушă алăпа килмен. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председательне Н.Андреева компанипе туслă çыхăнса ĕçленĕшĕн тата малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанса дипломпа асăнмалăх парне парса тав турĕ. "Молочный двор" компани гендиректорĕ А.Казаков компанипе тачă çыхăнса ĕçлекен "Путь Ленина", "Урюм", Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсене, "Восход", "Хучель", "Канаш" пĕрлĕх-сен ертÿçисене Тав хучĕ тата парне парса чыс турĕ. "Родник", "Цивиль", "Нектар" хуçалăхсен ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене хÿтĕлес тата вĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас ĕçри çитĕнĕвне "Россельхозцентр" учрежденин дипломĕпе палăртрĕç. Паллах, парне парса та хавхалантарчĕç.

Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров районăн социаллă пурнăçĕпе экономики кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле аталаннин кăтартăвĕсем тăрăх доклад туса пачĕ. Чи лайăх кăтартусем – Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн. Иккĕмĕш вырăнта – "АСК "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх, виççĕмĕшĕнче – "Канаш" пĕрлĕх. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисене тата тĕп специалисчĕсене халăх умне чĕнсе кăларса дипломсем пачĕç.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, агропромышленность аталанăвне аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн ял хуçалăх ĕçченĕсен ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Çав йышра – "Хучель" пĕрлĕхри склад заведующийĕ Н.Александрова, "Родник" пĕрлĕхĕн тĕп бухгалтерĕ С.Гаврилова, чăх-чĕп фабрикин хур пăхаканĕ З.Горшкова, "Агат" пĕрлĕх тракторисчĕ И.Емельянов, Шуркассинчи ветиринари участокĕн заведующийĕ С.Емельянова, "Исток" хуçалăх тракторисчĕ Н.Иванов, статистика специалисчĕ Т.Иванова, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Ю.Михайлов, Киров ячĕллĕ ЯХПК механизаторĕ С.Никонов, "Сеспельское" пĕрлĕх тракторисчĕ В.Петров, "Путь Ленина" ЯХПК бухгалтер-кассирĕ Е.Савинова, Сухайкассинчи харпăр хăй хушма хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Терентьев, "АСК "Канаш" пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕ Е.Терентьев, Киров ячĕллĕ ЯХПКан Атнашри сĕт-çу фермин доярки Э.Федотова.

Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ. Хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхне Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнчи "Укăлча" фольклор ушкăнĕн, Энтрияль вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасен фольклор ансамблĕн, Сиккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи "Салам" пултарулăх, Катекри халăх фольклор ушкăнĕсен, "Ентешсем" ансамблĕн коллективĕсем кăтартрĕç. Л.Никифоров, В.Борисова, Любовь тата Александр Макаровсем, Е.Иванов илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, О.Егорова чăваш тата вырăс ташшисемпе савăнтарчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика