АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЛĂРТНĂ ЙĔРКЕПЕ, ПĂТĂРМАХСĂР

27 октября 2010 г.

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕ Чăвашстат палăртса хунă йĕркепе, çирĕп графикпа иртрĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие çынсем пуçаруллă хутшăнчĕç. Граждансен тĕп пайĕ, малтанхи кăтартусем ĕнентернĕ тăрăх, яланхи мелпех çырăнчĕ – çыравçа килте йышăнса хăй пирки пĕлтерчĕ. Халăх çырава йышлăн хирĕçлени пулман. Тĕн ĕненĕвĕпе сăлтавласа унта хутшăнас темен темиçе тĕслĕх кăна сиксе тухнă. Çыравçă ĕçĕпе çыхăннă пăтăрмахсем те пулман.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсем – муниципалитет пĕрлешĕвĕсем, район-хула тăрăх арçынсемпе хĕрарăмсем мĕн чухлĕ пулни пирки 2011 çулхи ака уйăхĕнче пĕлтерĕç. 2011 çул вĕçĕнче тата 2012 çулта пĕтĕмлетнĕ кăтартусене тапхăрăн-тапхăрăн 10 томпа, вуннăмĕш томĕ çĕршыв кăтартăвĕсемпе, пичетленсе тухмалла.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Тепĕр 4 кунра вара çыравçăсем кил-çуртсенче контрольлĕ тĕрĕслев ирттереççĕ: инструкторсемпе пĕрле республикăри халăхăн 10 процентне тепĕр хут çырса тухаççĕ, çырав хучĕсене тĕрĕс йĕркеленин пахалăхне тишкереççĕ.

В.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика