27 октября 2010 г.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртрĕ. Эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйларăмăр. Хамăр пурăнакан тăрăхри çивĕч ыйтусене районта тата çÿллĕрех шайра татса пама пултарччăр тесе кандидата тăратнă çынсене район депутачĕ пулма шантăмăр. Депутатсен Пухăвĕн пиллĕкмĕш созывĕн пĕрремĕш ларăвĕнчех депутатсем район пуçлăхĕ пулма И.Иванова суйлани çинчен çырнăччĕ. Пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов марччĕ-и вара;
И.ПЕТРОВ.
Çакăн евĕр ыйту редакци адресĕпе темиçе те пулчĕ. Район пуçлăхĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕ ăнлавсене пăтраштаракансем пур-ха. Çавăнпа та асăннă пуçлăхсене мĕнле йĕркепе çирĕплетнине ăнлантарса паратпăр.
Чăваш Республикинчи Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхне суйламалли конкурс йĕркине (малалла – положени) муниципаллă служба çинчен калакан федераци тата республика саккунĕсене, район Уставне тĕпе хурса хатĕрленĕ. Конкурса йĕркелесе ирттерме конкурс комиссине палăртаççĕ. Вăл тăхăр çынран тăрать: улттăшне район депутачĕсен Пухăвĕ палăртать, виççĕшне Чăваш Ен Президенчĕ сĕннипе ЧР Патшалăх Канашĕ тăратать. Конкурс комиссийĕн членĕсем хăйсен йышĕнчен комисси председательне, председатель çумне тата секретаре суйлаççĕ. Конкурса ирттермелли вăхăт çитиччен 20 кунран кая хăвармасăр конкурс комиссийĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче район администрацийĕн пуçлăхне суйлассипе конкурс ирттересси çинчен пĕлтерÿ пичетлет.
Конкурс ирттĕр тесен унта икĕ кандидатран кая мар хутшăнмалла. Конкурс комиссийĕ кандидатсен пĕлÿ тата професси шайне, ытти пахалăха тĕпе хурать.
Сасăлав кăтартăвĕсене, конкурс комиссийĕн йышăнăвне протокол çырса, председатель, председатель çумĕ, секретарь тата конкурс комиссийĕн ларăва хутшăннă членĕсем алă пусса çирĕплетеççĕ.
Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх район администрацийĕ пуçлăхĕ пулма пĕр кандидата суйлаççĕ. Конкурс комиссийĕн протоколĕнчен çырса илнине район депутачĕсен Пухăвне параççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнакан çынна депутатсен Пухăвĕ çирĕплетет. Район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ район администрацийĕн пуçлăхне суйланнă çынпа контракт çырать. Район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн пуçлăхĕ малтанхи созыври пекех Иван Тимофеевич Иванов. Район администрацийĕн пуçлăхне хальлĕхе çирĕплетмен-ха, конкурс пырать.