27 октября 2010 г.
Шуркасси вăтам шкулĕнче темиçе çул каяллах спорт залĕ тума пуçланăччĕ. Анчах та укçа-тенкĕ çитменнипе строительство ĕçĕсем чарăнса ларнă. Хоккей курупки те çук. Шуркасси ачисем вара спортпа питĕ туслă. Футболла, хоккейла выляса кÿршĕ ялсенчи тантăшĕсене ялан тенĕ пек çĕнтереççĕ. Районти ăмăртусенчен те дипломсемпе таврăнаççĕ.
Часах хĕл ларĕ. Ял çамрăкĕсем хăйсен вăйĕпе хоккей курупки тума шутланă. 23 пин тенкĕ пуçтарса хăма таврашĕ, юпалăх пĕренесем, пăта туяннă. Г.Тимофеев предприниматель те укçа куçарнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Стройкăна физкультура учителĕ В.Миронов ертсе пынă. В.Максимов, С.Ипатьев, И.Николаев, А.Игнатьев, А.Григорьев пуçарнипе субботник ирттернĕ. Ю.Игнатьев механизатор тракторпа çĕре тикĕсленĕ. Н.Константинов юпа шăтăкĕсем алтма пулăшнă. В.Тимофеев хăмасене кирлĕ виçепе каснă. Г.Тарасов пенсионер та çамрăксем патне тухса вăйĕ çитнĕ таран пулăшнă, ырă сĕнÿсем панă.
Çак спорт площадкипе çулталăкĕпех усă курĕç. Хĕлле хоккейла вылĕç, çулла вăл волейболла, баскетболла тата мини-футболла выляма юратакансене йышăнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.