АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ЛАЙĂХ КĂТАРТУ – КАНАШСЕН

27 октября 2010 г.

Чăваш Республикин хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен физкультурăпа спорт спартакиадин юлашки тапхăрĕ Кÿкеçри "Улăп" физкультурăпа спорт комлексĕнче иртнĕ. Пирĕн район команди вĕрен туртассипе, ишессипе тата хутăш эстафета чупассипе пĕрремĕш пулнă. Волейболла выляса мала тухассишĕн канашсем муркашсемпе тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешÿ Муркаш районĕн команди çĕнтернипе вĕçленнĕ. Дартспа пирĕннисен виççĕмĕш кăтарту.

Спартакиадăн программинче спортăн 12 тĕсне кĕртнĕ. Командăсен чи лайăх 8 кăтартăвне шута илсе малти вырăнсене палăртнă. Пирĕн командăн 18 очко пуçтарăннă. Çакă вăл пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăтартусем – вăрнарсемпе патăрьелсен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика