АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРĔН ЕНТЕШ – ГУБЕРНАТОР СОВЕТНИКĔ

27 октября 2010 г.

Çак кунсенче пирĕн ентеше, Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Тимофеева Свердловск облаçĕн губернаторĕн Александр Мишаринăн советникĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл регион пуçлăхĕн администрацийĕн штатĕнче ĕçлеме пуçлать. Çĕнĕ должноçа йышăниччен Николай Степанович 13 çул вырăнти чи паллă кăларăмăн – "Областная газета" хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă. Журналист ĕç-хĕлне пирĕн ентеш Чăваш Енре – республикăри ача-пăча хаçатĕнче "Пионер сассинче" (халĕ "Тантăш") пуçланă.

Николай Степанович ертсе пынă вăхăтра "Областная газета" Раççейре чи пысăк тиражлă – 72 пин экземпляр – хаçат пулса тăнă. Саламлатпăр сумлă ентешĕмĕре, ăнăçу сунатпăр.

И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика