22 октября 2010 г.
Октябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикинче хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртрĕ. Канаш тăрăхĕнче районти депутатсен Пухăвне 26 депутат суйланă. Уçырмари 18-мĕш округри суйлавçăсенчен ытларахăшĕ, иртнĕ тăваттăмĕш созыври пекех, Канашри райпо правленийĕн председателĕшĕн И.Ивановшăн сасăланă. Çапла вара Иван Тимофеевич, 69,37 процент сасă пухса, суйлав "ăмăртăвĕнче" çĕнтернĕ.
Эрне кун, октябрĕн 15-мĕшĕнче, район депутачĕсен Пухăвĕн суйлав хыççăнхи пирвайхи ларăвĕ иртрĕ. Унта кун йĕркине кĕртнĕ тĕрлĕ ыйтусенчен пĕри район пуçлăхне суйласси пирки пулчĕ. Тăваттăмĕш созывра депутатсем çак обществăлла ĕçе пурнăçласа пыма И.Иванова шаннăччĕ, ку хутĕнче те урăх кандидат шыраса чăрманмарĕç вĕсем. "Иван Тимофеевич Пуху ларăвĕсене питĕ пĕлсе, сăпайлăн йĕркелесе пычĕ. Унпа ĕçлеме чăннипех çăмăл. Çавăнпа эпĕ каллех унăн кандидатурине тăрататăп", - çапла сĕнÿ пачĕ Энтрияль вăтам шкул директорĕ Аркадий Гурьев. Канашри почтамт пуçлăхĕ Виталий Андриановпа Киров ячĕллĕ кооператив ертÿçи Николай Андреев та çак сĕнĕве ырларĕç. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ депутатсен корпусĕ пĕр сасăллă пулса ку хутĕнче те Иван Иванова район пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕ. Маттур пуçлăхпа халăх шаннă депутатсен ырă тĕллевĕсемпе ĕмĕт-ăнтăлăвĕсем пĕрешкел пулсан район экономикипе социаллă пурнăçне малалла ÿсĕмлĕн аталантарса пыма тивĕçлĕ йышăнусем пулĕç.
Иван Иванов малашлăха уçăмлăн куракан, экономикăна тарăннăн ăнланакан пуçлăх, хастар çын пулнине районта пурăнакансем пĕлеççĕ паллах. "Пултаруллă ертÿçĕ. Ĕçшĕн хыпса çунать", - çапла калаççĕ ун пирки районти потребобществăра вăй хуракан ĕçтешĕсем. Райпора вара Иван Тимофеевич вăтăр çул ытла тăрăшать. 1977 çулта РФ Центросоюзăн Мускаври кооператив институтĕнчен вĕренсе тухсассăн вăл Канашри универбазăна товаровед пулса ĕçе вырнаçнă. Çартан таврăнсан ăна Канашри райпон суту-илÿ пуçлăхне лартнă, унтан районти хатĕрлев кантурне ертсе пыма шаннă, каярахпа районти кооператив суту-илĕвĕн тата ваккăн сутă тăвакан предприяти директорĕнче ĕçленĕ. 1999 çулта райпо правленийĕн председателĕн суту-илÿ енĕпе ĕçлекен заместительне çирĕплетнĕ. Çапла потребкооперацин тĕрлĕ сыпăкĕсенче пуян опыт пухса Иван Тимофеевич пысăк пуçлăх пулма "пиçсе çитнĕ": 2000 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăл - Канашри райпо правленийĕн председателĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, Иван Иванов обществăлла ĕçре те хастар. Вăл - район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ. Канаш енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене пурнăçа кĕртме пысăк тÿпе хывнăшăн Иван Тимофеевича Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Тăван район мăнаçлăхĕшĕн, райпо тăнăçлăхĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме, умри тĕллевсене ăнăçлăн татса пама эпир те, хаçатçăсем, ырлăх-сывлăх сунатпăр ăна.
А.ВЛАДИМИРОВ.