22 октября 2010 г.
Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççейри Центросоюз Канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов тата республика Правительствин пуçлăхĕ Нина Суслонова Чăваш Ен кооператорĕсене Чăвашпотребсоюза йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ ятпа саламланă.
Паллă ĕнтĕ, республикăри потребкоопераци Центросоюзра тĕрлĕ кăтартусемпе малти вырăнсене йышăнать. Кăçал та чăваш кооператорĕсем иккĕмĕш кварталти ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе Раççейре чи лайăххисен йышне кĕчĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - ял çыннисен пурнăçне çÿллĕрех шая çĕклесси. Çак ĕмĕт ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пырать. Паян Чăвашпотребсоюз потребкоопераци предприятийĕсенче 9 пине яхăн çынна - ĕçпе, республикăри ялсенче пурăнакансен 60 процентне таварсемпе тата пулăшусемпе тивĕçтерет, вăтам тата пысăк организацисен ваккăн сутакан таварсен тата общество апатланăвĕн çаврăнăшĕнче - 25 процент, аптекăсен суту-илĕвĕнче 9 процент йышăнать. Республика калăпăшĕпе илсен, çăкăр-булка - 24 процент, çавăн чухлех - кăлпасси, пылак шывсем - 43 процент, пахча çимĕç консервĕсем 41 процент таран туса кăларать. Çулсерен тĕрлĕ шайри бюджетсене 300-350 миллион тенкĕ налуксемпе тÿлевсем хывать. Куратпăр ĕнтĕ, чăваш кооператорĕсем ÿсĕмĕсем самаях сулăмлă.
Савăнăçлă мероприяти Шупашкарти кооператив институтĕнче иртнĕ. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев ячĕпе потребительсен обществин пĕрлĕхне Нина Суслонова юбилейпа саламланă. "Пирĕн халăхăн аваллăх тымарĕсемпе ăс-хакăлăн мĕн пур çăл куçĕсем хальхи ăрăва пурнăçра пĕрлешÿ тĕп вырăнта пулнине тарăннăн ăнланма тата çавна туйма хистеççĕ. Пĕрле, пĕрлешÿллĕ вăйпа кăна пĕрер-пĕрерĕн кирпĕч хурса ĕмĕтленнĕ тĕллев патне çитмешкĕн пусма хывма пулать. Республикăри потребительсен çирĕп пĕрлĕхĕ ырă йăла-йĕркепе тата пысăк ăсталăхпа пуян, тĕрлĕ кăткăс ыйтусене татса парас ĕçре килĕшÿлĕхпе палăрса тăрать, пирĕн республикăн экономика аталанăвĕнче унăн пĕлтерĕшĕ пысăк", - тенĕ Президент саламĕнче.
"Чи кирли, Чăвашпотребсоюзăн хальхи ĕçлекен командине çак ĕçе 90 çул каялла пуçарса янă çынсем умĕнче намăс ан пултăр. Юлашки çулсене питĕ нумай ĕç тунă, чăваш кооперацийĕ тăтăшах аталанать. Ку вара çак тытăмра ĕçлекенсен пысăк тÿпи", - палăртнă Евгений Кузнецов хăйĕн сăмахĕсенче.
Ун хыççăн республикăри потребительсен обществин пĕрлĕхĕнчи чи маттур ĕçченсене хисеплĕ ятсемпе тата ведомство наградисемпе чысланă. Нумай çул хушши килĕштерсе тата тухăçлă ĕçленĕшĕн "Чăваш бройлерĕ" АУО агрохолдинг Канашри райпона Хисеп грамотипе наградăланă.
В.САШИН.