АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМАКАСЕНЕ ПУЛА ШАР КУРАС МАРЧЧĔ

22 октября 2010 г.

Районта юсавсăр кăмакасемпе усă курнипе тата вĕсене хутса ăшăтнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнипе тухакан пушарсен хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă май пушар хуралĕн ĕçченĕсем кăмакасемпе уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтаççĕ.

Кăмакасем мĕншĕн инкек сăлтавĕ пулса тăраççĕ-ха; Çакна чи малтанах мăрьепе мачча хăми хушшинче уçă вырăн сахал пулнипе сăлтавламалла, сивĕ çанталăкра кăмакана вăйлă хутнипе вăл хĕрсе каять, мачча хăми "тÿсейменнипе" хыпса илет. Çакăнтах кăмака çăварĕ умĕнче тимĕр листи çуккине те илсе кăтартма пулать, кăмрăк тухса ÿксен вăл сăрăллă урайне самантрах çулăм "чĕлхипе" хупăрлать.

Хăшĕсем кăмакана бензинпа е краççынпа тивертсе яраççĕ. Кăмака çумĕнче япала типĕтеççĕ, вутă е турпас купаласа хураççĕ.

Кăмака çуннă чухне ăна самантлăха та тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Вут пуленкин кăмака çăварĕнчен вăрăм пулмалла мар, унсăрăн кăмака питлĕхĕ хупăнмасть. Кăмакана тăтăшах шуратса тăмалла, мăрье çумĕнче кивĕ япаласене упрани вырăнсăр. Енчен те кăмака çинче çурăксене асăрхасан вăхăтра сĕрсе çыпăçтарăр. Çак йĕркесене пăхăнса пырсан кăмака сире шар кăтартмĕ.

А.ИВАНОВ, дознователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика