22 октября 2010 г.
Грипп тата сывлав çулĕсем урлă лекекен ытти вирусла инфекцисем ачасене те, çула çитнĕ çынсене те "тиркемеççĕ". Вĕсенчен вакцинаци мелĕпе анчах сыхланса юлма пулать. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче хамăр çĕршывра туса кăларнă "Гриппол" вакцинăпа ертÿçĕсене, Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин ĕçченĕсене, çавăн пекех çав мероприятие хутшăннă журналистсене вакцинациленĕ.
Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май Венера Муллина министр çапла пĕлтернĕ: "Вакцинаци пире кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăра грипсăр тата ОРВИсăр ирттерме май парĕ. Прививка тунă çынна чир ерсен те вăл ăна çăмăлрах ирттерсе ярать.
Пирĕн республикăна "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 46 пин доза "Гриппол плюс" тата 105000 доза "Гриппол" вакцина килсе çитнĕ. Эпир грипа хирĕç 220 пин çынна тÿлевсĕр вакцинацилеме палăртатпăр, çак йыша ачасем, студентсем, медицина, вĕрентÿ, коммуналлă служба ĕçченĕсем, транспорт çинче ĕçлекенсем тата 60 çултан иртнисем кĕреççĕ".
Венера Петровна грипа хирĕç кĕрешекен вакцинăсем сиенсĕр тата пысăк пахалăхлă пулни çинче чарăнса тăнă, çавăн пекех: "Прививкăна хальтерех туса ирттермелле, грип инфекцийĕ сарăлнă тĕле иммунитет аталанса ĕлкĕрме пултартăр", – тенĕ.
М.АРТЕМЬЕВ.