АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ТĔСЛĔХ ВЫРĂНĔНЧЕ

22 октября 2010 г.

Акă, сисмесĕрех юпа уйăхĕн çуррине çитсе тăтăмăр. Хĕл çывхарнине систерсе пĕр хушă юр та вĕçтеркелесе илчĕ. Çак вăхăт тĕлне уй-хир ĕçĕсенчен чылайăшне вĕçленĕ ĕнтĕ. Анчах ĕççи хыççăн та канăç çук çĕр çыннин: техникăна хĕллехи управа вырнаçтарса лартмалла, çитес çул уя тухма тĕплĕн юсаса йĕркене кĕртмелле, пысăк тухăçшăн тăрăшса пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле, минераллă удобренисем туянмалла...

Çак кунсенче Патшалăх технадзор инспекцийĕн аслă инспекторĕ А.Петров район тăрăх ĕçлĕ çул çÿреве тухрĕ. Анатолий Дмитриевич "Канаш", "Восток", "Исток", "Победит", "Цивиль" тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсене çитсе килчĕ, техникăн управлăхĕпе паллашрĕ. Вулакана аса илтеретпĕр, республикăра техника управлăхĕпе çулсеренех смотр-конкурс иртет. Кăçал çак тĕрĕслев тапхăрĕ юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пырать. А.Петров палăртнă çирĕм кун хушшинче районти кашни хуçалăхах çитсе курĕ, техникăна еплерех упрама лартнине хак парĕ. Пысăк хака тивĕçнĕ районти хуçалăхсем республикăри хуçалăхсем хушшинче мала тухассишĕн тупăшĕç.

Тĕпрен илсен, çул çÿрев вăхăтĕнче кĕрсе тухса паллашнă хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕсенче техникăна хĕллехи управа хатĕрлеме пуçланă. Чылайăшĕнче сеялкăсене уйрăм рете вырнаçтарса лартнă, кустăрмисене шуратнă, сÿресене пуçтарса хунă, анчах та культиваторсемпе плугсем патне алă çитереймен курăнать, вĕсем халĕ те çĕр çинчех лараççĕ, тутăхакан пайсене сăрламан... Çакна та палăртмалла, хăш-пĕр хуçалăхсенче техника халĕ те уй-хирте ĕçлет-ха. Çавăнпа та агрегатсене управа лартма васкаман, юр çуса лартиччен çак ĕçшĕн яваплă çынсем вĕсене йĕркене кĕртсе çитерессине шантарчĕç.

Киров ячĕллĕ ЯХПКра пачах урăхла ÿкерчĕк. Унти мехпарка кĕрсенех техника типтерлĕхĕшĕн хытă тăрăшни тÿрех куçа курăнать. Акă, сеялкăсене, культиваторсене уйрăммăн пĕр рете вырнаçтарса лартнă, комбайнсен – хăйсен "урамĕ". Çийĕнекен-тутăхакан пайсене ятарлă шĕвекпе сĕрнĕ, сăрланă, резина кустăрмасене шуратнă – çакă çанталăк улшăннă май вĕсене юрăхсăра тухасран упрать. Автомашинăсем, кустăрмаллă тракторсем газпа хутса ăшăтакан гаражра хĕл каçаççĕ.

Техникăна упрас тĕлĕшпе кировецсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх, çулсерен тенĕ пекех смотр-конкурсра малти вырăнсене йышăнаççĕ вĕсем. Кăçал та çак шанăç пысăк – паркра чăннипех тирпейлĕх хуçаланать. Çакна çул çÿрев вăхăтĕнче тунă ÿкерчĕксем те тÿрремĕнех çирĕплетеççĕ.

А.МЯСНИКОВ, Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика