22 октября 2010 г.
Пилешпе те паланпа,
Шăланпа та йĕкелпе,
Тахçан кĕтнĕ шăрттанпа,
Çĕнĕ тырă çăкрипе
Кĕчĕ кĕр кашни киле.
Кĕр мăнтăрĕпе чăваш хăна-вĕрле пухать, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесе çĕр-анне парнеленĕ тулăх пурлăхпа савăнать. Çак ырă йăлана малалла тăсса эпир те шкулта кĕр уявне ирттертĕмĕр.
Çак уяв пирĕн шкулта кашни çулах иртет. Шкул ачисем ăна пысăк хаваспа кĕтеççĕ, тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Уяв программипе чылай малтан паллашаççĕ. Кĕркуннене халалласа сăвă-юрă, ташăсем, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Ачасем çавăн пекех кĕрхи тумсем те ăсталаççĕ.
"Кĕркунне" те уява пушă алăпа килмен. Вăл ачасемпе тупмалли юмахсен конкурсне ирттерчĕ, тĕрлĕрен вăйăсем выляттарчĕ. Çивĕч те тавçăруллисене пылак çимĕçсемпе сăйларĕ.
Уявра "Кĕрхи пике" ята 7-мĕш класра вĕренекен Анжела Иванова тивĕçрĕ.
Ку мероприятие шкулĕпех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çапах та 4-мĕшпе 8-мĕш тата 11-мĕш классене уйрăммăн палăртса хăварас килет.
Уяв вĕçленсен "Кĕркунне" кашни класах пылак çимĕçсемпе хăналарĕ. Ачасем килĕсене хавас кăмăлпа саланчĕç.
А.ДОЛГОВА, Чакаç шкулĕ.