22 октября 2010 г.
Çула тухсан çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла та. Çук çав. Чылайăшĕ автотранспорт хăвăртлăхне чакарма ыйтакан паллă çумĕнченех çил пек шăхăрса иртсе каять, теприсем, васканăран-ши, çуран çÿрекенĕн çулне "зебра" çинчех пÿлеççĕ. Енчен те çакăн пек хăтланусене ГИБДД инспекторĕ асăрхасан штраф "туянассинчен" ниепле те хăтăлса юлаймăн.
Штрафсен суммисем яланах пысăк пулмаççĕ, анчах та водительсем вĕсене темшĕн çийĕнчех тÿлеме васкамаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн хăш-пĕр водительсем протокол çырни çинчен мансах каяççĕ тейĕн. Анчах та ГИБДД сотрудникĕсем ку пулăма манăçа кăлармаççех. Вĕсем айăпа кĕнĕ водитель штрафа 30 кунтан тÿлесе татмасан ятарлă постановлени кăларса суд приставĕсем патне ярса параççĕ.
Асăннă документ суд приставĕсем патне çитсен вĕсем пуçарнă ĕçе вĕçне-хĕрне çитереççех. Енчен те алăкран пристав килсе шаккасассăн айăпа кĕнĕ водителĕн штрафа палăртнă суммăран икĕ хут пысăкрах тÿлеме тивĕ, е тата ăна административлă майпа 15 талăкчен арестлеме те пултараççĕ. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та пур.
Кăçал çурла уйăхĕнче "А" водитель çуран çÿрекене çул урлă каçнă чухне "зебра" çинче çул паман. Çакăншăн ГИБДД инспекторĕ ăна 800 тенкĕ штраф çырса панă. Айăпа кĕнĕ водитель саккунпа палăртнă вăхăтра штрафа тÿлесе татман. Çавна май административлă майпа йĕркене пăснă. Унăн ĕçне суда çитернĕ, судья водителе виçĕ талăка арестлемелле тунă. "А" гражданин çак виçĕ талăка Шупашкарта ШĔМĕн спецприемникĕнче ларса ирттернĕ.
Решетке хыçне лекес килмесен штрафсене вăхăтра тÿлесе пырăр. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнсассăн штрафсене пачах та тÿлемелле пулмĕ.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.