22 октября 2010 г.
"Шанăç" операци пынă тапхăрта районăн шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çул çитмен çамрăксем Красноармейски районĕнчи Упири ятарлă шкулта экскурсире пулчĕç. Ку учреждение 11 çултан пуçласа 18 çул тултарман çамрăксене йышăнаççĕ. Мĕнле майпа йышăнаççĕ-и; Суд йышăнăвĕпе. Урăхла каласан, 18 çул тултариччен преступлени тунă, судпа айăпланнă арçын ачасем вĕренеççĕ кунта. Упири ятарлă шкулта ача виçĕ çул таран пурăнма пултарать. Çак тапхăрта вĕсен хăйсен йăнăшĕсене ăнланса илсе тÿрленме тăрăшмалла. Милици органĕсенче учетра тăракан ытти ачан та учетран çул çитнипе мар, хăйсене йĕркеллĕ тытнипе, тÿр-леннипе тухмалла. Иккĕ-мĕш мелĕ малашлăхра пурнăçăн тĕрĕс çулне суйласа илме пулăшĕ.
Упири ятарлă шкулта, пĕр енчен пăхсан, эпир вĕренекен шкулти евĕрлех: таса, илемлĕ, çутă, хăтлă. Анчах кунта чÿречесем решеткеллĕ, кирпĕч хÿмесене йĕплĕ пралук карса çавăрнă. Шкулăн пĕрремĕш хутĕнче вĕренÿ класĕсем, иккĕмĕш хутĕнче воспитанниксем (ачасем темеççĕ) пурăнаççĕ, уроксене хатĕрленеççĕ, кружоксенче ал ĕç ăсталăхне аталантараççĕ, ĕç урокĕсенче йывăçран, тимĕртен япаласем тума вĕренеççĕ. Ятарлă тумпа çÿреççĕ. Столовăйне апатланма, урама уçăлма стройпа каяççĕ. Шкулти кашни кĕтесре мĕн пулса иртни пурте куç умĕнче – сăнав хатĕрĕсем ĕçлеççĕ. Учрежденире тем пек лайăх пулсан та вăрах вăхăтах пурăнас килмĕ. Атте-аннене те час-час курма çук, вĕсене Красноармейки районне тăтăш килсе çÿреме çулĕ çывăх мар. Саккуна пăснă ачасен Упири шкул хыççăн колоние лекес мар тесен ăса кĕмеллех. Хĕр ачасем валли пирĕн республикăра кун евĕр учреждени çук. Чи çывăххи – Владимир облаçĕнчи Покров хулинче тата Свердловск облаçĕнче.
Пирĕн районтан пĕр ача вĕреннĕ кунта. Вăл 4 çулти хĕрачана мăшкăлласа вĕлерсе пĕтĕм республикипех "чапа" тухнăччĕ. Шкул директорĕн çумĕ С.Григорьева каласа панисене итлеме интереслĕ пулчĕ, çапах та çан-çурăм тăрăх пĕрре мар сивĕ чупса иртрĕ. Упири хупă йышши ятарлă шкул хыççăн ачасем преступлени тунă çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх тытакан Шупашкарти учрежденире пулчĕç. Кунта вара йĕплĕ пралук карнă хÿмесем тата çÿллĕрех, учительсем вырăнне – милици форми тăхăннă сотрудниксем, пÿлĕм алăкĕсем çинче кантăксем, коридорсенче решеткеллĕ алăксем, вĕсене çăрапа питĕрсе илеççĕ. Суд йышăну кăлариччен, милици аллине ÿсĕрле лекнĕ ачана çак учреждение вырнаçтараççĕ.
Экскурсие кайнисен йышĕнче сăра ĕçсе милицие çакланнă хĕр ачасем те пурччĕ. Хăйсем сăн-питрен пăхма хÿхĕм. Юнашар ларса пыракан хĕре: "Сана мĕн сăлтавпа учета илчĕç вара;" – тесе ыйту патăм та: "Кăштах сăра ĕçнĕччĕ те", – терĕ. Хăй вара çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупассипе республика ăмăртăвĕсене пĕрре мар хутшăннă. Çак савăнăçлах мар çул çÿрев хыççăн ачасем ырă енне улшăнасса питĕ шанас килет манăн. Вĕсенче, темшĕн-çке, ырă енĕсене ытларах курас килет.
И.ВЛАДИМИРОВА.