22 октября 2010 г.
Апат пĕçерекен пÿлĕмре вут-кăвар час-часах алхасать. Ку чылай чухне хамăр тимсĕр пулнипе çыхăннă. Плита çине апат лартса ярсан кантăка уçса хума тăрăшатпăр. Уçă чÿречерен çил кассăн-кассăн вăркăшса кĕрет, çавна май чÿрече карри хускалать. Газ плити кантăкран аякра лармасан карă тивсе илес хăрушлăх пысăк. Пÿлĕмре çав самантра никам та çук пулсан вара пысăк инкекрен хăтăлса юлма питех те йывăр.
Çатма çинче тип çу хыпса илсен мĕн тумалла-ха тата; Чи малтанах газа хупса лартăр тата электроэнергие сÿнтерĕр. Çатмана е кастрюле хупăлчипе хупăрлăр, çавăн пекех нÿрлĕ пусмапа та усă курма пулать. Çу сивĕниччен çатмана ан уçăр, унсăрăн вăл каллех хыпса илме пултарать. Енчен те çунакан çу стена çине е урайне лекрĕ пулсан ăна сÿнтерме апат содипе е япала çумалли порошокпа сапса сÿнтерĕр.
В.МИХАЙЛОВ, пушар хуралĕн инспекторĕ.