22 октября 2010 г.
Пÿлĕмре Чăваш Ен наци радиовĕпе юрă янăрать. Чăвашсен эстрада юрăçи Валентина Кузнецова: "Эп телейлĕ хĕрарăм", – тесе шăрантарать. Манăн вара пуçра хама тахçантанпах кăсăклантаракан ыйту çуралать: "Чăнах та, кам-ха вăл телейлĕ хĕрарăм;"
Эпĕ Çеçпĕл çĕрĕ çинче телейлĕ çынсене шырама пуçларăм. Кăçал Вĕрентекен çулталăкĕ пулнăран тÿрех шкулалла çул тытрăм. Нумай шутласа тăмарăм, Елена Константиновна Филиппова патне пытăм. Эпĕ ăна хам Çеçпĕл ялне ĕçлеме килнĕренпех, тĕрĕсрех каласан, 25 çул пĕлетĕп. Ман умра вăтам пÿллĕ, çынна куçран тÿррĕн пăхса калаçакан, ырă кăмăллă, ăшă кулăпа çиçекен сăн-питлĕ хĕрарăм тăрать. Вăл кирек кампа та сăмах хушса калаçма пултарать, кирлĕ пулсан усăллă сĕнÿ-канашпа пулăшать, май тупаймасан шутсăр пăшăрханать. Ячĕ те унăн Елена, грексен чĕлхинчен куçарсан "ялкăшакан" тенине пĕлтерет.
Елена Константиновна Çеçпĕлти вăтам шкулта 30 çул ĕçлет, çитĕнекен ăрăва вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара унăн 35 çул. Тăрăшуллă вĕрентекен хамăр районти Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1975 çулта Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Вăтакас Татмăшри вăтам шкулта кĕçĕн классене 4 çул вĕрентнĕ, куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтĕнче вĕреннĕ, филолог пулма ĕмĕтленнĕ. Шăпа Елена Константиновнăна Çеçпĕл ялне илсе çитернĕ, ăна районти вĕрентÿ пайĕ ясли-сад заведующийĕ пулса ĕçлеме приказпа çирĕплетнĕ. Çăмăл пулман çамрăкскере хуçа пулса ĕçлеме. Йывăрлăхран хăраман-ха хĕр, анчах чунĕпе вăл шкулта пулнă, мĕншĕн тесен Елена Константиновна шкул ĕçне юратнă, ачасене вĕрентесшĕн пулнă. Çапла вара вăл 1980 çулта шкулта ĕçлеме пуçланă, тинех унăн ĕмĕчĕ çитнĕ. Кĕçĕн класра 4-мĕш классене шанса панă хыççăн çав çулах вăл 9-10-мĕш классенче ĕçлеме пуçлать. Паян кун та вăл хăйне ĕçлеме вĕрентсе пынă шкул директорĕн çумне А.Г.Орлова тав сăмахĕ калать. Сăмах май, Елена Константиновна хăй те директор çумĕ пулса 7 çул тăрăшнă. Унтанпа ĕнтĕ 30 çул иртрĕ. Тем те пулнă тăр пурнăçра, анчах та чăтăмлă хĕрарăм каялла чакман. Чи кирли вăл - нихăçан та суйман, халĕ те çавăн пекех. Ачасен умĕнче те вĕрентекен яланах тÿрĕ кăмăллă пулма тăрăшать, çавăншăн хисеплеççĕ те ăна шкулта, ял-йышра. Ăна темиçе хутчен те ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă, кăçал ял-йыш ăна шаннине тепĕр хут палăртрĕ. Чылай çул хушши Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пычĕ. Библиотека çумĕнчи "Шанчăк" клубăн ертÿçи те вăлах, мероприятисене пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Коллективра ĕçтешсемшĕн Елена Константиновна авторитет: унран канаш ыйтаççĕ, ăна шанаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ăна учительсен вырăнти профсоюз организацийĕн председательне те суйланă. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшне явăçтарса асра юлмалли тĕрлĕ мероприяти ирттерет, çавăнпа та ун çинчен вĕсем яланах тăрăшуллă та чунне парса ĕçлекен вĕрентекен тесе çирĕплетсех калаççĕ. Елена Константиновна хăйĕн ĕçĕпе илемлĕ.
Ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла пулма пĕлет хаклă вĕрентекенĕмĕр. Çемьешĕн те Елена Константиновна ырă тĕслĕх пулса тăрать. Мăшăрĕпе Владимир Анатольевичпа икĕ ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Мăшăрĕ ăна яланах ăнланма тăрăшать, хуçалăхра нумай пулăшать. Вĕсен хĕрĕ Дина Владимировна - гинеколог врач, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕренпех Çĕнĕ Шупашкарти химиксен поликлиникинче ĕçлет. Тăрăшуллă та яваплăха туякан врач теççĕ Елена Константиновна хĕрĕ пирки. Ывăлĕ Дима ЧПУн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Инçет Çурçĕрти Лабытнанги хулинче МЧСăн пушар службинче тăрăшать.
Ачасене вĕрентнисĕр пуçне Елена Константиновна тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Юлашки çулсенче, тĕслĕхрен, вăл "Учитель перед именем твоим…" конкурсра республикăра I степеньлĕ Диплом çĕнсе илчĕ. Ку вăл районшăн та, тăван шкулшăн та пысăк çитĕнÿ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче унăн ĕçне тивĕçлипе хакласа Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысларĕç, кăçал вара район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Е.К.Филиппова ачасене те тĕрлĕ конкурса хутшăнтарать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче унăн вĕренекенĕ Алиса Павлова Пĕтĕм Раççейри "Энергия детства" конкурсра Чăваш Республикинче I степеньлĕ Диплом çĕнсе илме тивĕç пулчĕ. Руслан Михайлов вырăс литературипе 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем вара хăйсен сăнав ĕçĕпе районта 2-мĕш пулчĕç.
Елена Константиновна вĕрентнĕ ачасем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ, вĕрентекенĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, ăна чĕререн тав тăваççĕ. Унăн çулĕпе вĕренме кайнă ачасем те Çеçпĕл шкулĕнчен сахал мар. Хамăн аслă хĕр ача та унăн урокĕсене килĕштернĕренех филолог профессине алла илчĕ.
Кăçал июль уйăхĕнче Елена Константиновна сумлă юбилейне паллă турĕ. Мĕнпур тăван-пĕлĕшĕ, кÿрши, юлташĕсемпе ĕçтешĕсем ăшшăн, чи ырă сăмахсем каласа саламларĕç ăна. Савăнăçпа тата телейпе çиçрĕç юбилярăн куçĕсем, сăнĕнче хавас кулă вылярĕ. Апла пулсан, вăл телейлĕ хĕрарăм. Эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, хисеплĕ те хаклă Елена Константиновнăна пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçу, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп. Унăн вăй-хăвачĕ ан иксĕлтĕр, тăван ачисен, вĕренекенĕсен пархатарĕ çиттĕр.
Г.ШАДРОВА, Çеçпĕл ял библиотекин заведующийĕ.