АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АВТОМАШИНĂПА ÇАВРĂНСА ŸКНĔ

22 октября 2010 г.

Çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассине сирсе ярас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕн службисемпе подразделенийĕсем сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Апла пулин те кăçалхи тăхăр уйăхра ачасем районта 8 преступлени тунине шута илнĕ. Преступлени çулĕ çине шкулта вĕренекенсем тăни вара уйрăмах пăшăрхантарать. Хальхи вăхăт тĕлне 24 çамрăка тата 83 ашшĕ-амăшне административлă йĕркепе явап тыттарнă.

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче çурçĕр тĕлнелле "Аниш" автоçулăн 73-мĕш километрĕнче автоинкек пулса иртнĕ. Вăтапуç шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен çамрăк ВАЗ-2114 автомашинăпа ларса тухса кайнă та кювета чăмнă. Водитель удостоверенине илме çулĕ çитмен-ха унăн, руль умне ларас туртăмĕ вара пысăк пулни куçкĕрет.

Автоинкекре автомашина самаях "аманнă". Телее, çамрăк водитель тата çула çитмен икĕ пассажир вăйлах суранланман, вĕсене медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман. 8-мĕш класс ачи йĕркене пăсни куç умĕнче, анчах та административлă йĕркепе явап тытма унăн çулĕ çитмен. "Комендант сехетне" пăснăшăн пурин ашшĕ амăшĕн те штраф тÿлеме тивĕ.

Л.АНТОНОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспектор,

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика