22 октября 2010 г.
Транспорт милицийĕн Канаш станцийĕнчи дежурнăй чаçне Хусан-Канаш-Сергач маршрутпа çÿрекен пуйăсра пĕр пассажира такам чиксе амантни çинчен пĕлтернĕ. Чăнах та, Канашра пурăнакан 33 çулти арçынна, маларах судпа айăпланнăскере, пăта евĕр япалапа сылтăм аякĕнчен чикнĕ иккен, телее, вăл чĕрĕ юлнă, ăна больницăна ăсатнă. Шырав-тĕпчев ирттернĕ май тепĕр кунне транспорт милицийĕн сотрудникĕсем айăплине те тытса чарнă. Вăл пурăнакан хваттере ухтарса преступлени тума усă курнă хатĕре те, аптăрине, тупнă.
Канаш çынни Хусантан тăван хулана килме тухнă. Вакун тамбурĕнче чукун çул çинче ĕçлекенсемпе, ĕçрен таврăнаканскерсемпе, хирĕçсе кайнă. Тĕреклĕ арçынсем пуçтаха вырăна лартнă. Хăлха чикки те панă пулас. Тĕрлемес станцине çитсен путеецсем вакунран тухнă. Канаш çынни вара тамбура тухса вĕсене усал сăмахсемпе йĕкĕлтенĕ, хăратса кăшкăрма та именсе тăман. Путеецсенчен пĕри, Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче пурăнаканскер, нумаях пулмасть кăна тĕрмерен тухнă 28 çулти çамрăк, çак мăшкăла чăтса тăрайман, пуйăс тапранса кайиччен вакун тамбурĕ çине улăхнă та Канаш арçыннине аптăрипе яшлаттарнă.
С.ПЕТРОВА.