АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔРСЕМ ХУРА КĔРКУННЕ ТЕ ИЛЕМЛĔ

22 октября 2010 г.

Уçырмари культура çуртĕнче "Кĕр пики" конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал та ăна культура ĕçченĕсем Ю.Николаевăпа Д.Михайлова хатĕрленĕ. Пултарулăх тупăшăвне О.Николаева, А.Маркова тата Н.Петрова хутшăннă.

Хĕрсем хăйсемпе паллаштарнă, юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартнă, тĕрлĕ ыйтăва хуравланă. Жюри членĕсем Ю.Николаева, В.Иванов тата В.Васильев тивĕçлĕ хак парса "Кĕр пики – 2010" çĕнтерÿçи Настя Маркова тесе йышăннă. "Вице-кĕр пики" ята Оля Николаева тивĕç пулнă. Наташа Петровăна çыпăçулли те илемли тесе палăртнă.

Конкурса хутшăннă хĕрсене асăнмалăх парнесем панă. Ял тăрăхĕн тата культура çурчĕн администрацийĕсем район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне В.Васильева конкурса йĕркелесе ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн тав тунă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика