22 октября 2010 г.
Чăваш ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен 9-мĕш спартакиадин шучĕпе волейболла выляс енĕпе çурма финалти вăйăсем иртнĕ. Канашсем Шупашкар администрацийĕн ĕçлевçисемпе тĕл пулнă.
Тĕл пулу çивĕч кĕрешÿре иртнĕ. Пирĕннисем икĕ партире çĕнтерсе финала хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Вĕсем çывăх вăхăтрах Кÿкеçри физкультурăпа спорт комплексĕнче Муркаш командипе тĕл пулĕç. Район чысне В.Софронов, Э.Александров, В.Степанов, А.Иванов, В.Чернов, В.Иванов, Д.Васильев, В.Ильин, Д.Семенов тата И.Мартынова хÿтĕленĕ. Финалта та ăнăçу кĕтсе тăтăр вĕсене.