22 октября 2010 г.
Районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунне Раççей Федерацийĕн казначействин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи И.Клюкова ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ. Сăмах май, вĕсем – И.Клюкова, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов, "Чăваштоппром" предприяти ертÿçи А.Федотов, ЧР Шалти ĕçсен министерствин пай пуçлăхĕ С.Наумов – çулталăк тăршшĕпех пирĕн районти халăхпа тĕл пулусем ирттереççĕ.
Хальхинче район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Э.Александров Ухман ял тăрăхĕнче пулчĕ, ялти вăтам шкулта педагогсемпе, общественнăçпа йĕркеленĕ тĕл пулура октябрĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ, районăн юлашки пилĕк çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен калаçрĕ.
Нумай пулмасть иртнĕ суйлавра эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйларăмăр. Пирĕн районта суйлава 17443 суйлавçă хутшăннă, çакă вăл списока кĕртнĕ мĕн пур йышăн 56,3 проценчĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2008 çулта тухнă Указĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕç-хĕлне тĕрлĕ критерие шута илсе хаклаççĕ. Çав кăтартусемпе тунă хаклав тăрăх пирĕн район муниципаллă ытти районсем хушшинче 2008 çулта виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Район экономикин аталанăвĕнче тĕп вырăнта – агропромышленность комплексĕ. "АПК аталанăвĕ" проект пурнăçа кĕме пуçланăранпа 2917 çын 433 миллион та 237 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Юлашки икĕ çулта пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ăнăçлă ĕçленĕ. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çакăн йышши çĕрсен лаптăкĕ 7187 гектар йышăннă. Икĕ çул хушшинче 8865 гектара ĕçе кĕртнĕ. Кăçал 3600 га "çĕнĕ çĕр" уçма палăртнă, анчах çанталăк условийĕсене пула 1431 гектар çĕре кăна сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Çĕр ĕçченĕсемшĕн кăçал питех те йывăр çул пулчĕ. Вĕсем 100,9 миллион тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Ял хуçалăх культурисем 9996 га çинче пĕтнĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 6135 га çинче, çĕр улми – 608 га. Унсăр пуçне сивĕ хĕле пула кĕрхисем нумай шăнни те ял хуçалăх ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсене витĕм кÿнĕ. Тăкаксене саплаштарма, выльăх апачĕ туянма республика бюджетĕнчен района 5 миллион ытла тенкĕ уйăрса панă. Паянхи куна выльăх-чĕрлĕхе тытса тăма ытти регионсенчен 400 тонна яхăн тырă, 210 тонна сенаж кÿрсе килнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ чакса пырать. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне выльăхсен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 4 процент чакнă, 15142 пуç юлнă, ĕнесем – 7581 пуç. Çав вăхăтрах сыснасен йышĕ 50 процент нумайланнă, 14705 пуçа çитнĕ. Паян ĕне выльăхран пысăк тупăш илме пулать. Сĕт хакланса пырать, ялсенче 15-16 тенкĕпе пуçтараççĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.