АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂЛХА ÇАККИ СУТСА ЭРЕХ ĔÇЕЙМЕН

20 октября 2010 г.

Кăçалхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Викторовпа Кузьмина хăйсем паллакан Терентьев патне хăнана пынă (виççĕшĕн хушаматне те улăштарнă). Паллах, тĕл пулу "типĕлле" иртмен. Самаях "шăварăннă" вĕсем. Арçынсем пирус туртма тухсан усал ĕç тума каварлашнă. Каялла пÿлĕме кĕрсен Кузьминана хăй ирĕкĕпе ылтăн хăлха çаккисене вĕçертсе пама ыйтнă. Хĕрарăм капăрлăхне сутса çак путсĕрсем эрех туянма ĕмĕтленнĕ. Анчах та лешĕ хирĕçленĕ. Арçынсем вара хăйсем мĕнле вăйлă пулнине кăтартма шутланă. Терентьев Кузьминан аллисене пăркăчласа хунă. Викторов хăлха çаккисене вĕçертсе илнĕ. Часах иккĕшĕ те алăк хыçĕнче çухалнă.

Терентьева икĕ çул та ултă уйăха, Викторова виçĕ çул та ултă уйăха ирĕк пурнăçран хăтарнă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика