20 октября 2010 г.
Çу уйăхĕнче çĕрле чукун çул станцийĕнче Жирновпа Луккин (хушамачĕсене улăштарнă) калаçса татăлса усал ĕç тума шутланă. Электропуйăс патне пырса машинист кабинин тамбурти алăкĕсен тăватă тата кабинăн малти виçĕ кантăкне ватнă. Шала кĕнĕ. Каялла 12 штук петарда, ятарлă уççисен çыххине, машинистсен сыхлăх костюмне, икĕ мăшăр диэлектричество перчетки, огнетушитель, медицина аптечки тата машинистсен харпăр хăй япалисене йăтса тухнă.
Преступниксем пĕтĕмпе 52283 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çакăншăн вĕсене икĕ çула условно наказани панă.