АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂРАТАС ТЕНĔ ТЕ...

20 октября 2010 г.

Петровпа шăллĕ, еркенĕ тата хурăнташĕ Терентьев (хушаматсене улăштарнă) эрех ĕçнĕ хыççăн килне хăйĕн машинипе кайма шутланă. Вырăнтан тапранса темиçе метр кайсан автомобилĕн хыçалти кантăкĕ чăнкăртатса ваннă. Петров машинăна чарса салонтан сиксе тухнă. Вăл çак ĕçе хурăнташĕ Терентьев тунине ăнланса илнĕ. Лешĕн аллинче сăра кĕленчи пулнă иккен. Тарăхса кайнă машина хуçи хăйне инкек кÿрекене "Кăнтап!" тесе кăшкăрса аллипе те урипе кĕлеткен тĕрлĕ вырăнĕнчен çапнă, тапнă. Çакăн хыççăн хăратас шутпа автомобильпе сулахай ури çине кĕрсе кайнă. Лешĕ хытах аманнă. Ăна машина айĕнчен туртса кăларса медицина пулăшăвĕ панă.

Петрова судпа айăпласа виçĕ çула тĕрмене хупмалла тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика