20 октября 2010 г.
Çав кунхине Павловăн (хушаматне улăштарнă) пуçне чăрсăр шухăш пырса кĕнĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе ухутана тухнă. Унăн çулĕ коллективлă сад еннелле выртнă. Пĕр çурт тĕлне çитсен çакскер чуман лаша евĕр тăпах чарăннă. Йăпăр-япăр пÿрт тăррине улăхса кайнă та чартак чÿречине хупланă хăмасене тапа-тапа аялалла вăркăнтарнă. Шала йăраланса кĕнĕ те "хĕрÿ ĕçе" пуçăннă. Унтан 40 литр кĕрекен алюмини фляга, чашăк-кашăк тата ытти вак-тĕвек, пĕтĕмпе 1100 тенкĕлĕх, илсе тухнă. Кунпа çырлахман Павлов. Веранда чÿречин кантăкне çапса çĕмĕрнĕ, тулалла тĕкĕллĕ пусма кăларнă. Алюмини бидонпа валашкана тулалла ывăтнă.
"Аппетичĕ" Павловăн уçăлсах пынă. Темиçе кунтан вăл каллех çула тухнă. Чартак чÿречинчен шала кĕрсе алюминирен тунă савăт-сапа йăкăртса тухнă. Вăрланă тупра сахал пек туйăннă ăна. Çăткăн кăмăлне тултарас тĕллевпе кÿршĕри дача çурчĕсене тĕрĕслеме шутланă. Анчах та шала кĕмелли май тупайманнине кура алла мĕн лекнипех çырлахма тивнĕ.
Павлов тахçантанпах паллакан Фединапа (хушаматне улăштарнă) малтанах калаçса татăлса дача çуртне йăпшăнса кĕрсе унта алюминирен тунă пĕр япала та хăварман. Çав кунах Павлов Титовăпа (ку хĕрарăмăн та хушамачĕ хăйĕн мар) каварлашса алăкне питĕрмен пĕчĕк çурта кĕрсе тухнă. Кунтан та вĕсем алюминирен тунă пĕтĕм япалана илсе кайнă.
Хальхинче вара вĕсем виççĕшĕ те пĕрле пулнă. Малтан вĕсем Зининан (хушаматне улăштарнă) дача çуртне "ревизи" тунă. Алюмини çунашка тата 10 вешалка çаклатса тухнă. Юнашар ларакан çурта та тĕрĕслеме тĕллевленĕ ăçтиçуксем. Павлов иккĕмĕш хута чÿрече ватса кĕнĕ, аяла анса алăк уçса "ĕçтешĕсене" кĕртнĕ. Тата темиçе çурта çаратнă вĕсем.
Виççĕшне те суд тенкелĕ çине лартнă. Вĕсене тĕрлĕ срока ирĕкрен хăтарнă.