АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ-ХĔЛЕ ПĔТĔМЛЕТРĔМĔР

20 октября 2010 г.

Районти милици оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕм-летрĕ. Канашлăва Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин личнăй составпа ĕçлекен управлени начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Е.Юрин, Канаш хулипе район прокурорĕн çумĕ О.Иванов, райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков хутшăнчĕç.

Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров январь-сентябрь уйăхĕсенче тунă ĕçсене тишкерсе доклад турĕ. 2009-2012 çулсенче район территорийĕнче саккуна хирĕçле ĕçсем тăвассине профилактикăлас тĕллевпе хатĕрленĕ программăна тĕпе хурса ĕçлени ытти органсемпе тачă çыхăну йĕркелеме пулăшрĕ.

Асăннă тапхăрта районта шута илнĕ преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Çынна улталаса укçа туртса илнĕ, террорла ĕçсем тунă, хĕç-пăшалпа усă курса преступлени тунă тĕслĕхсем пулман. Йывăр тата уйрăмах йывăр, хваттерсене çаратса, выльăх-чĕрлĕх, автотранспорт пайĕсене вăрласа тунă преступленисен шутне чакарма май килнĕ. Çын вĕлернине, çын сывлăхне сиен кÿнине, вĕлерессипе хăратнине, мăшкăлланине, хулиганла ĕçсем тунине, çаратнине уçса палăртасси 100 процентпа танлашнă. "Шырав" ушкăн кăçал ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Административлă йĕркене пăсакансене явап тыттарасси лайăхланнă.

Лайăх енсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртрĕ Юрий Николаевич. Çынна вĕлернĕ тата вĕлерме тăнă, çын сывлăхне юри сиен кÿнĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Преступленисене çийĕнчех уçса парасси вăйсăрланнă. Малтан судпа айăпланнисем преступленисем ытларах тунă. Иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса палăртасси япăхланнă.

Кулленхи ĕçре тĕл пулакан йывăр ыйтусене сÿтсе явнă çĕре шалти ĕçсен пайĕн криминаллă милици пуçлăхĕ Н.Арсентьев, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Е.Мурзин, следстви уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Р.Борисова, кадрсен пайĕн начальникĕ А.Малов, штаб пуçлăхĕ Г.Москвина, ППС ротин командирĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Казаков, хулапа район прокурорĕн çумĕ О.Иванов хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем служба ĕçĕн кăтартăвĕсене лайăхлатмалли задачăсене палăртрĕç. А.Поляков ял тăрăхĕсене малашне те профилактика ĕçĕсене явăçтарма кирлине палăртрĕ. Шалти служба полковникĕ Е.Юрин республикăн Шалти ĕçсен министерствин ĕçĕ-хĕлĕпе, министерство требованийĕсемпе районăн шалти ĕçсен пайĕн личнăй составне паллаштарчĕ.

Г.МОСКВИНА, районăн шалти ĕçсен пайĕн штаб пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика