20 октября 2010 г.
Александра Григорьевна Кузьмина 1935 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралнă. Самана йывăрлăхне пăхмасăр вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленнĕ. 1954 çулта Чурачăк вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ, 1955-56 çулсенче Тĕрлемесре бухгалтерсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ.
1959 çулта Александра Григорьевна (ÿкерчĕкре) Çĕрпÿри библиотека техникумне куçăмсăр йĕркепе вĕренме кĕнĕ. Çулталăкран Энтрияль библиотекинче ĕçе пуçăннă. 31 çул хушши, 1991 çулччен, канăçа пĕлмесĕр культура анинче вăй хунă, ялти çамрăксемпе ватăсене, ял хуçалăх ĕçченĕсене, рабочисемпе интеллигенцие кĕнекепе туслаштарнă, илемлĕ литературăна юратма, сăмах вăйне, илемне туйма вĕрентнĕ. Общество пурнăçне те хастар хутшăннă Александра Григорьевна. Ăна темиçе хутчен те Шăхасан ял совечĕн депутатне, Канаш район сучĕн заседательне, районти парти комитечĕн членне суйланă. Вăл ял халăхĕ валли мероприятисем ирттерме ăста пулнă: агитлистовкăсем кăларнă, вулав конференцийĕсем, литература каçĕсем йĕркеленĕ, концертсемпе спектакльсем хатĕрлесе лартнă.
Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Александра Кузьминана Чăваш АССРĕн Культура министерствин Хисеп грамотипе, райĕçтăвкомăн Хисеп грамотипе пĕрре мар наградăланă.
Çак кунсенче библиотека ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕ 75 çул тултарнине паллă турĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕ, тахçан пĕрле ĕçленисем Александра Григорьевнăна вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, телей, пархатар курма, тумхахсăр çулпа хавшамасăр утма ырлăх сунаççĕ.
И.АНДРЕЕВА.