20 октября 2010 г.
– Эпĕ тăван тавралăха питĕ юрататăп, вăрмана кайма уйрăмах кăмăллатăп, – каласа парать Надежда Анисимова (хĕр чухнехи Абрамова). – Килти ĕçсене вĕçлесенех, çуллахи вăхăтра – çырлана, кĕрхи кунсенче мăйăра, кăмпана çÿретĕп.
Тĕрĕссипе калатăп, эпĕ кăмпасем çинчен нумаях пĕлместĕп. Надежда Ивановна вĕсем çинчен сахал мар каласа пама пултарать. Хăшне хăçан тата ăçта пуçтармалли çинчен тĕппипех пĕлет тесен те йăнăш пулмасть.
Вăл вăтăр çул ытла тĕрлĕ шкулсенче ачасене вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисене вĕрентнĕ.
Н.Анисимова 65 çул каялла Кайăкялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Иван Ильич, вăрçăпа ĕç ветеранĕ. Иккĕмĕш Беларуç фронтĕнче çапăçнă, вăрçă çулĕсенче икĕ медаль тата виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне илме тивĕçлĕ пулнă. Амăшне Серафима Дмитриевна тесе чĕннĕ.
– Малтан эпĕ хамăр ялти шкулта тăватă çул вĕреннĕ, унтан Вăтапуçĕнче сакăр çул, кайран Шаккăлти вăтам шкулта ăс пухнă, – калаçăва малалла тăсать вăл. – Шаккăл шкулĕнче технологи урокĕсенче тĕрлĕрен хитре çи-пуç çĕлеме Маршиде Гайнудиновна вĕрентетчĕ. Темĕнле паха япала та çĕлеттĕмĕр, илемлĕ костюмсем ăсталама вĕрентĕмĕр. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан юратнă ĕçĕн ăсталăхне Канаш хулинчи çĕвĕçсен цехĕнче малалла туптарăм.
Манăн мĕн пĕчĕкренех хамăра Кайăкялĕнче вĕрентнĕ Ираида Алексеевна Александрова пек пулас килетчĕ. Вăл Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнченччĕ, килне кайса çÿреме çăмăлах пулман пирки хăйĕн хĕрĕпе шкул çумĕнчи çуртрах пурăнатчĕ. Мана хĕрĕпе выляма тăтăшах хăйсем патне илсе каятчĕ, лавккана апат-çимĕç илме яратчĕ. Апат çиме сĕтел хушшине те пĕрлех лартатчĕ. Кун пек лару-тăрура вĕрентекенрен шкулта лайăх ăнланса юлайман ыйтусене те çĕнĕрен ыйтса пĕлме пулатчĕ. Эрнере пĕрре вĕрентекенĕн мăшăрĕ Саша пичче килсе каятчĕ.
Эпĕ питĕ вулама, çырма, ачасене ăс пама юратнипе 1964 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Тăрăшни сая каймарĕ, тепĕр тăватă çултан алла вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн дипломне алла илтĕм.
Надежа Ивановна институтран вĕренсе тухиччен пĕр çул маларах Кайăкялĕнчи каччăпа Юрий Петрович Анисимовпа туслă çемье çавăрнă. Тепĕр çултан вĕсен ывăл çуралнă, ăна Олег ят хунă.
Юрий Петрович Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, Ухман ялĕнчи хуçалăхра агроном пулса ĕçленĕ.
1974 çулта вĕсем Вăрнар тăрăхне куçса каяççĕ. Надежда Ивановна Санарпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула ĕçе вырнаçать. Вăл ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Юрий Петрович "Вăрнарти ял хуçалăх хими" предприятире аслă агроном пулса тăрăшать.
Надежа Ивановна шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне çирĕм çула яхăн директор çумĕн ĕçĕсене те пурнăçласа пынă.
"Пĕлÿ тĕнчи - аслă тĕнче, ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", – теççĕ халăхра. Çав тапхăртах педагог хăй те сахал мар вĕреннĕ, район шайĕнче ирттерекен семинарсемпе конкурссене пĕр сиктермесĕр хутшăннă.
1992 çулта Анисимовсем Кайăкялне куçса килнĕ.
Надежда Ивановна Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта ачасене мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, сакăр çул хушши, чăваш чĕлхипе литературине вĕ-рентрĕ.
– Эпĕ Санарпуçĕнче ĕçленĕ чухне драма кружокне çÿрекен çамрăк артистсемпе "Ача-пăча пьессисем" кĕнекери пур пьесăна рольсем хатĕрлесе халăх хушшине кăларнă. Мана тăтăшах концертсен программисене ертсе пыма ыйтатчĕç.
Н.Анисимова унта пĕр хушă профком комитетне те ертсе пынă, ĕçри хастарлăхшăн ăна районăн, Чăваш Енĕн, Раççейĕн Хисеп грамотисене те парса хавхалантарнă.
Надежда Ивановнăпа Юрий Петрович ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Олег, ялсене "сенкер çулăм" кĕртсе çÿрет. Хĕрĕ, Люба, Вăтапуçĕнчи шкулта тĕп бухгалтер пулса ĕçлет.
- Пирĕн пилĕк мăнук, – тет Надежда Ивановна. - Ывăлăн ачисем медицина техникумĕнче вĕренеççĕ, Любăн виçĕ ачи Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта ăс пухать. Пурте кĕнекепе тата хаçат-журналпа туслă.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.