АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂÇАЛ – ПАЙКИЛТ ТĂРĂХĔНЧЕ

20 октября 2010 г.

Кашни профессин йăлана кĕнĕ хăйĕн уявĕ пур. Анчах та ветеринарсен професси уявĕн кунне Раççейре официаллă майпа йышăнса палăртман. Апла пулин те ветеринари ĕçченĕсем хăйсене кÿрентермеççĕ, çулсерен палăртнă кун ĕçтешĕсемпе пĕр йыша пуçтарăнса кану-уяв йĕркелеççĕ, çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыракансене хавхалантараççĕ.

Кăçал районти ветеринарсен професси уявĕ Пайкилт тăрăхĕнче иртрĕ. Ĕçтеш-хăнасене Тăрăнти ветучасток ертÿçи Н.Николаева кĕтсе илчĕ. Çак ветучасток виçĕ ялти тата "Цивиль" пĕрлĕхĕн выльăх-чĕрлĕх сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Ветеринарсем ветучастокра пулнă хыççăн "Цивиль" пĕрлĕхĕн ĕне фермине те çитсе килчĕç.

Професси уявĕпе ветеринарсене район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров тата асăннă пайăн специалист-эксперчĕ С.Васильев саламларĕç.

Районти ветстанцие 2004 çултанпа Анатолий Иванович ертсе пырать. Ветеринари службинче 29 специалист – аслă, 20-шĕ вăтам пĕлÿпе тимлеççĕ. Вĕсене эпир професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика