АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫÇРА – СУЙЛАВ, МАЛТА – ХĔРŸ ĔÇСЕМ

20 октября 2010 г.

Эрне кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн харăсах икĕ ларăвĕ иртрĕ: 4-мĕш созыври депутатсен юлашки ларăвĕ тата çĕннисен пĕрремĕш ларăвĕ. Вĕсен ĕçĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин Президенчĕн администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Орлов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Пĕрремĕшĕ савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Ăна яланхи пекех район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Иван Тимофеевич 4-мĕш созывра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, депутатсен корпусне пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса ĕçленĕшĕн тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хăйĕн сăмахне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене халăх шанăçне тивĕç пулнă ятпа саламланипе пуçларĕ. Малалла районăн муниципаллă тăрăмĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен отчет туса пачĕ. Владислав Васильевич 4-мĕш созыври депутатсене тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăйсен ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн Тав хучĕсем парса хисеп турĕ, 5-мĕш созыврисене ăнăçу сунчĕ, уйрăмах пуçласа тытăнакан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, вĕсем вара çиччĕн, тилхепене малтанах çирĕппĕн ярса илме, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатсах тăрас, тăван ене тата та илемлĕрех, хăтлăрах тăвас ĕçре çитĕнÿсем тума, ентешĕсен шанăçне тÿрре кăларма сĕнчĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕн 5-мĕш созыври депутачĕсен пĕрремĕш ларăвне чи опытлă депутатсенчен пĕри Н.Андреев уçрĕ. Кун йĕркинче – 8 ыйту. Пĕрремĕш ыйтупа районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева тухса калаçрĕ. Лилия Алексеевна районта хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ мĕнле иртнине пĕтĕм-летрĕ, депутатсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вăхăтлăх ĕнентерÿ хучĕсем пачĕ.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров Федерацин вырăнти хăй тытăмлăх органне йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен калакан Саккунĕн 36-мĕш статйипе паллаштарнă хыççăн район пуçлăхне-район депутачĕсен Пухăвĕн председательне суйларĕç. Ку созывра та ăна ертсе пыма И.Иванова шанчĕç. Унăн çумĕн ĕçĕсене Ачча суйлав округĕнчен суйланнă В.Германов депутат туса пырĕ. Секретарь пулма Т. Яковлева депутата (Çĕнĕ Чалкасси суйлав округĕнчен) суйларĕç. Иван Тимофеевич депутатсене пилĕк çула суйланнине пĕлтерекен документсем пачĕ.

Депутатсен Пухăвĕн 4 яланхи комиссине çирĕплетрĕç. Ревизи комиссине В.Иванов (Аслă Мами суйлав округĕ), экономика, бюджет, финанс тата налук пухас енĕпе ĕçлекен комиссине А.Гурьев (Энтрияль суйлав округĕ), саккунлăха, йĕркелĕхе çирĕплетес, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комиссине М.Ильин (Янкăлч суйлав округĕ), социаллă пурнăçпа сывлăха сыхлассин, халăха вĕрентессин культурине аталантарас енĕпе ĕçлекен комиссине Р.Федорова (Сител суйлав округĕ) ертсе пырĕç.

Депутатсем район администрацийĕн пуçлăхне лартмалли конкурс комиссийĕн составне 9 çынтан йĕркелеме йышăну турĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕ унта çаксене кĕртрĕ (вĕсем улттăн): Н.Андреев, В.Никитин, А.Гурьев тата Р.Федорова депутатсене, район территори суйлав комиссийĕн председательне Л.Арсентьевăна, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Иванова. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев патне комисси составне Патшалăх Канашĕнчен виçĕ çынна кĕртме ыйтса хут çырса яма йышăнчĕç.

Депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче "Районăн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен" халăх итлевĕ ирттереççĕ. Вăл 17 сехетре пуçланать.

"Единая Россия" политика партийĕн регионти политканашĕн президиумĕ парти уставĕн 16-мĕш пунктне тĕпе хурса район депутачĕсен Пухăвĕнче "Единая Россия" пĕрлĕх йĕркелеме йышăннă. Çак йышăнупа политика партийĕн районти политканашĕ те килĕшнĕ. Йышăнăва район депутачĕн Пухăвĕ пурнăçа кĕртес терĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика